Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Туслă пурăннине мĕн çитĕ?

12 октября 2018 г.

Район центрĕнче уйрăм хуçалăхпа çеç мар, патшалăх çуртĕнче пурăнакансем те йышлă. Вĕсем чылайăшĕ "коммуналкăна" çамрăкла килсе вырнаçнă та çакăнтах тымар янă, кỹршĕсемпе туслашнă, тăванлашнă... Нумай пулмасть манăн сумлă делегаципе пĕрле Патăрьелĕнчи Карл Маркс урамĕнчи 63-64-мĕш çуртсем умĕнче ятарлă программăпа ача-пăча выляв лаптăкне уçнă çĕре хутшăнма тиврĕ. Кунта пурăнакансем çак куна чăн-чăн уяв вырăнне хурса йышăнни, пурте пĕр шухăшлă пулса, ырă ĕмĕтсемпе калаçни уйрăмах тĕлĕнтерчĕ.

- Хамăрăн картишĕнче мăнуксем валли выляма ятарлă лаптăк пулни пирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пурте куç умĕнче, пĕрле хутшăнаççĕ. Пирĕн урам ятарлă программăна кĕрсе тирпейленнĕшĕн ертỹçĕсене чун-чĕререн тав тăватпăр,- шăкăлтатса çеç калаçаççĕ пĕр-пĕринпе кунта пурăнакансем.

Çак майпа усă курса икĕ çуртрисем хăйсен вăйĕпех чечек-курăк ешерме клумбăсем те тунă, пуссине те юмахри евĕр капăрлатса хунă, ытти вак ĕçсене те пурнăçланă. Никам та турткаланса, хирĕçлесе тăман-мĕн.

- Пĕр кỹршĕпе тепри килĕштерсе те туслăн пурăнсан кирек мĕнле ĕçе те кăмăлтан пурнăçлама пулать. Ку тĕлĕшпе эпир пĕр пысăк çемье евĕр ăнланса пурăнатпăр: чăвашĕ те, вырăсĕ те, тутарĕ те... Туслă пурăннине мĕн çитĕ?- пĕрин хыççăн тепри хутшăнчĕç аслă çулхи çынсем. Малалла вĕсем хăйсен вăйĕпех подъездсене тирпейленине те, картасене çĕнетнине те кăмăлтан каласа пачĕç хăнасене. Малашлăх тĕллевне уçса пама та хăюлăх çитерчĕç агропромышленность техникумĕ çумĕнчи çуртсенче пурăнакансем. Вĕсем кăçал çурт умĕсене, картишсене тирпей-илем кỹртес енĕпе ирттерекен республикăри конкурса та хутшăннă. Урăхла каласан, патшалăх çуртĕнче пурăнакан ытти çынсен вĕсенчен тĕслĕх илмелĕх пур.

А. НИКОЛАЕВА.

Редакцирен: материала пичете хатĕрленĕ вăхăтра республикăра тавралăха ешĕллетес тата тирпей- илем кỹртес енĕпе чи тăрăшуллисене палăртас тĕллевпе йĕркеленĕ конкурс пĕтĕмлетĕвĕпе савăнса паллашрăмăр. Патăрьелĕнчи Карл Маркс урамĕнчи 63-мĕш çурт "Нумай хваттерлĕ çурт умĕсене ешĕллетес тата тирпей-илем кỹртес" номинацире иккĕмĕш вырăн йышăннă, вĕсене 24468 тенкĕ укçан парса хавхалантарĕç.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика