Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » «Ачасенчен вĕренме вăтанмалла мар»

05 октября 2018 г.

Ăраскалĕ ĕмĕтленнĕ пек мар, пачах урăх çулпа кайнă пулин те пурнăçра вăл хăйĕн вырăнне тупнă. Кăмăлланă ĕçре вăй хурса çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăвать. Сăмахăм Патăрьелти 1-мĕш шкулта ОБЖпа физкультура предмечĕсене вĕрентекен Юрий Васюткин çинчен. Юрий Иванович кăçал Раççейри чи лайăх учительсен йышне кĕнĕ. Кăçалах ăна «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ» хисеплĕ ят панă.

«Çар çынни пулас килетчĕ»

—Лайăх учитель Чăваш Енрен умай. Пирĕн шкултаххăйĕн ĕçне чунтан  юратакан, яваплăха туйса ĕçлекен йышлă. Вĕсене пурне те тĕслĕхлисен йышне кĕртме пулать. Çавăнпа хама эпĕ ыттисенчен уйăрмастăп, — çапла каласа кĕтсе илчĕ пире Юрий Васюткин.

—Юрий Иванович, эпĕ чухланă тăрăх, эсир вĕрентекенсен йышне ăнсăртран лекнĕ.

— 1988 çулта Патăрьелти 1-мĕш шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Чĕмпĕрти çар училищине кайрăм. Футболла  вылянă чухне чĕркуççин еамантнăччĕ те ман аучилищĕне илмерĕç. Кăмăлăм çав тери хуçăлнăччĕ. Кĕçех çар аилчĕç. Камчаткăна, пограничниксен чаçне лекрĕм. Хĕсметре çулталăк тăнă хыççăн Голицынăри çар училищине вĕренме кĕтĕм. Икĕ çул пĕлÿ илтĕм унта. Путчп улнă хыççăн пирĕн училищĕне салатмап уçларĕç. Малашлăх çуккине кура тăван тăрăха таврăнтăм. Ĕмĕтленни пурнăçланайманшăн сĕре куляннăччĕ. Манăн çав тери çар çынни пулас килнĕ. Шкулта НВП предметне вĕрентекен çар пирки питĕ нумай каласа паратчĕ. Эпир «Зарницăпа» «Орленок» кружокĕсене çÿреттĕмĕр. Арçын ачасенчен нумайăшĕ çар çынни пуласшăнччĕ. Маларах кайса çакна та калам: нумаях пулмасть шкултан вĕренсе тухнăранпа 30 çул çитнĕ май пĕр класрисемпе тĕл пултăмăр. «Кам пулма ĕмĕтленнĕччĕ?» —ыйтрĕ ун чухне пирĕнтен класс ертÿçи. «Шкулта чухне те, халĕ те манăн пĕр ĕмĕт— çар çынни пуласси», —терĕм эпĕ.

—Патăрьелн килсен шăпахăш çулпа илсе кайрĕ?

—Тĕрлĕ вырăнта ĕçлерĕм: çар комиссариатĕнче те, коммерци енĕпе те тĕрĕслерĕм хама. Пĕр сăмахпа, ĕçсĕр ларман. 1994 çулта мана 1-мĕш шкула физкультура вĕрентме чĕнчĕç. Шкул çулĕсенче, тĕрĕссипе, манăн иккĕмĕш ĕмĕт те пулнă. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх пединститучĕн физвоспитани факультетне вĕренме каяс килетчĕ. Анчах çав шухăша каярах пăрахăçлама тиврĕ. «Унта вĕренме кĕме паллă спортсмен пулмалла», —тетчĕç юлташсем. Тăван шкула ĕçлеме килсен вара асăннă факультета куçăнсăр мелпе вĕренме кĕтĕм. Ĕçленĕ те, пĕлÿ те илнĕ. Чăннипе калас тăк, хам учительте ĕçлесси пирки шухăшламан та маларах.

—Халĕ куншăн ÿкĕнместĕр пулĕ те?

— Çук, ĕç питĕ килĕшет. Шкулта вăхăт иртнине пач та сисместĕп. Тин кăна Пĕлÿ кунне палăртнăччĕ. Кĕç юлашки шăнкăрав янăрать… Çулталăк питĕ хăвăр тиртет. Каникул вăхăтĕнче «Зарница» тата «Орленок» вăййисене хатĕрленетпĕр. Республикăри, Раççейри ăмăртусенехутшăнатпăр. Шкулакилнĕренпечĕрĕк ĕмĕриртнинесисмерĕмте.

«Сехет нумаййине ырламастăп»

—Юлашки çулсенче арçын учительсем шалу пĕчĕк пулнăран шкултан пăрахса каяççĕ…

—Пирĕн шкулта 1000 ачав ĕренет. 70 яхăн учитель вăйхурать. Çав йышран 18-шĕ —арçынсем. Астăватăп-ха: ĕçлеме пуçласанах кассăран пĕрремĕш шалу— 36 тенкĕ илнĕччĕ. Вак укçан панăччĕ-ха ăна… Ĕç укçине сĕтел çинчен пуçтартăм та кĕсьене чикрĕм. Ун чухне сехет шучĕ те сахалччĕ. Çав çулсенче учительте кăна ĕçленипе пурăнма çукчĕ. Хушма ĕç шыранă, Мускава так айнă. Халĕ шалу ÿсрĕ, стаж та пур. Паллă, тин кăна шкула килекен учителĕн ĕç укçи пĕчĕкрех. Паянхи вĕрентекенĕн мĕн чухлĕ сехет ытларах, çавăн чухлĕ укçан умайрах. Анчах мĕн чухлĕ ытларах сехет илетĕн, çавăн чухлĕ пахалăхсăртарах  иртеççĕ уроксем. Кирек мĕн каласан та учитель ывăнать. Унăн тимлĕхĕ çухалать. Эпĕ вĕрентекенĕн нумай сехет пулнине ырламастăп. Учителĕн лайăх, пахалăхлă урок парас тесен кунне виçĕ сехет кăна пулмалла. Эпир уроксем хыççăн та ĕçлетпĕр, хушм азанятисем ирттеретпĕр. Канмалл икунсенче ăмăртусене тăтăш çÿретпĕр. Ку—йăлтах лайăх. Анчах чи кирли, чи пĕлтерĕшли—урок. Мĕншĕн тесен урокра тĕп пĕлĕве паратпăр. Эпир, Патăрьелсем, севок туса илнипе çемье бюджетне пуянлататпăр. Учитель шалăвĕ кулленхи пурнăç валли çитет. Машина е хваттер туянас тесен килти хушма хуçалăхра пайтах тар тăкмалла.

Вĕрентессисĕре йывăр . Вĕрентсе ситересситата йывăртарах

— «Раççейри чи лайăх учитель» ята  мĕншĕн тивĕçнĕ эсир?

—Кунта, паллах, пĕр çул кăтартăвĕсене кăна шутаи лмен. Эпир нумай çул республикăри «Зарница», «Орленок» вăййисене выляса илетпĕр. 2017 çулта Атăлçи «Зарницинче» 14 командах ушшинче 1-мĕш вырăн йышăнтăмăр. Вĕренекенĕмсем ОБЖ предмечĕпе районти, республикăри олимпиадăсенче çĕнтереççĕ, Раççей шайĕнчисене те хутшăнаççĕ. Вĕсем призлă вырăнсем йышăнни мана тата та тăрăшса ĕçлеме хавхалантарать.

— Çапах калăр-ха: физкультура е ОБЖ ытларах килĕшет сире?

—Интереслĕ ыйту. ОБЖ–маншăн тĕп предмет. Куенĕпе йăлтах йĕркелесе çитернĕ эпĕ, кăтартусем те пур. Физкультурăпа мана хушм асехетсем параççĕ. Физкультура енне чун туртать. Ку енĕпе фанат эпĕ. Волейболла выляма питĕ юрататăп. Малтанах эпĕ хĕрсен ушкăнне пухрăм та вĕсемпе ĕçлемеп уçларăм. Хамăн вăя тĕрĕслесе пăха скилчĕ. Вĕсене хам шутран ăмăртусене илсе çÿрерĕм. Тăватă çул хатĕрленнĕ хыççăн эпир республикăра 3-мĕш вырăн йышăнтăмăр. Ун чухне мана Хисеп хучĕ пачĕç. Манăн халĕ грамота нумай. Анчах ку маншăн чи хакли. Мĕншĕн тесен уншăн мĕн чухлĕ ĕçленĕ, пайтах тар юхтарнă, нерва пĕтернĕ. «Кунпа лăпланмалл амар, малалла ĕçлемелле», —тĕв турăм ун чухне. Сăмах май, шкулти волейбол командине 6-мĕш çул ертсе пыратăп. Эрнере виçĕ хутчен занятисем ирттеретпĕр. Мана ОБЖ та, физкультура та

пĕр пекех килĕшеççĕ. Сăмах май, мана физкультурăпа спорткомплексĕнче те сехетсем парасшăн, хĕрсен волейбол командине йĕркелеттересшĕн. Анчах куп итĕ яваплă, хăйне евĕрлĕ пултарулăх ĕçĕ. Яваплăхран хăрамастăп паллах. Манăн пĕчĕк пулсан та анчах хамăн ĕçе тумалла. Чи кирли— ăна лайăх, пахалăхлă пурнăçламалла. Манăн принцип çавăн пек.

—Ахăртнех, сирĕн ĕмĕтĕре— çар çынни пулас тенине—хăвăрăн ачăрсем пурнăçа кĕртнĕ…

—Хĕрĕмĕр Яна И.Н.Ульяновя чĕллĕ унив рситетăн юридици факультетĕнч евĕренет. Çар енĕпе каяс шухăшĕ пурччĕ, анчах куçĕ начар курнипе ăна унта пĕрех илместчĕç. Хĕрĕме садик çулĕнченех волейболла выляма вĕрентнĕ эпĕ. Халĕ вăл Шупашкарта 1-мĕш лигăра вылять.

—Сирĕн малашнехи тĕллевсем?

—Тĕллевсем ансат, капашсăр пысăккисенех палăртман. Уроксем ирттеретĕп, ăмăртусене хутшăнатпăр. Унтан олимпиадăсене, «Зарницăпа» «Орленока», вĕрентÿ сборĕсене хатĕрленмелле. Пирĕн йăлтах планпа пулса пырать. Хальлĕхе çакăн пек шăппăн ĕçлĕпĕр. Яланах выляса илес килет паллах. Анчах ытти команда та хатĕрленет. «Эпир маттур, эпир çĕнтернĕ, айта канар-ха халĕ», —тесе çырлахса лармастпăр. Манăн шухăшпа, пьедестал çинчена нсанах 1-мĕш вырăн пирки манмалла.

—Калăр-ха, эсир мĕнле учитель? Ачасене «2» паллă лартатăр-и?

—Воспитани парас тĕллевпе «2» лартни те пулать, анчах питĕ сайра. Вĕренекен урока пачах хатĕрленмен тĕк— «2» паратăп. Анчах ача эпĕ унран тепĕр урокра ыйтассине пĕлет. Эпĕ «2» илнĕ темине кăна мар, тепĕр темăна та ыйтм апултаратăп. Лайăх хатĕрленнĕ тĕк– «2» паллат ÿрлететĕп. Вĕренекенсен тетрачĕсене тăтăш тĕрĕслеме юрататăп. Ку вĕсен едисциплинăна хăнăхтарать.

«Пĕр хут каласа париччен çĕр хут кăтартма çăмăлрах»

—Юрий Иванович, ОБЖ, физкультура предмечĕсене вĕрентме хальхи шкулта услови çителĕклĕ-и?

—Манăн вĕрентÿ класне илес тĕк, вăл чăн-чăн кабинет мар ĕнтĕ. Пирĕн шкулта кабинет çителĕклĕ маррипе мана хушма хуçалăх пÿлĕмне пачĕç. Эпĕ ăна кирлĕ пек йĕркелерĕм, хăтларăм. Апла пулинте çитес çул юсав ĕçĕсем тумаллах пулать. Мĕншĕн тесен маччаран шыв анать. Класра интернет, электронлă материалсем, фильмсем пур. Шкулта пирĕн икĕ спортзал. Физкультура урокĕсене ирттерме мечĕк те, йĕлтĕр те çителĕклĕ. Волейболла вылямалли мечĕксем лайăх пахалăхлă. Хăй вăхăтĕнче эпĕ вĕсене 10 мечĕ ктаранчченех туяннăччĕ.

—Учитель профессийĕнче йывăрри мĕн? Хальхи ачасене итлеттерме çăмăл-и?

—Ашкăнаканнисем, итлеменнисем яланах пулнă. Çавăнпа ачасем вĕсем. Учитель ĕçĕнче йывăрлăх умай. Пысăк ыйту—пĕр-пĕринпехутшăнма, калаçма пĕлменни. Шел те, ăна пурне те паман. Çавăнпа вĕренмелле те вĕренмелле. Пĕр енчен ăнланман çыншăн вĕрентекен ĕçĕ çăмăл пе ккурăнать пуль. «Ачасене мечĕк ывăтса паратăн та хăв пăхса кăна ларатăн», —теççĕ пуль. Çынна вĕрентме çав тери йывăр. Сирĕн те ачăрсем пур. Эсир те вĕрентетĕр вĕсене, эсир те учитель. Вĕрентме йывăррин шкула килсенех туйрăм. Мана тÿрех секци пачĕç. Эпĕ хам волейболла выляма аван пĕлетĕп. Маншăн пĕр хут каласа париччен çĕр хут кăтартма çăмăлрахчĕ. Вĕрентесси—сĕре йывăр. Вĕрентсе çитересси—тата йывăртарах. Вĕрентекен çакна тума хăнăхсан, ачасем ăнланма пуçласан вĕренекенпе учитель хушшинче проблемăсем пулмаççĕ.

—Харпăр пурнăç валли вăхăт юлать-и? Чун киленĕçĕ пур-и сирĕн?

—Юлашки çулсенче хам валли вăхăт сахалрах. Эпĕ питĕ çăрттан тытма юрататăп. Хăй вăхăтĕнче кимĕ тет уяннăччĕ. Яна çулла каникула килсен вăлта йăтсапулла каятпăр.

—Юрий Иванович, çамрăк учительсене  мĕн сунатăр?

—Çамрă квĕрентекенсен шкула килме хăраса тăмалла мар тесшĕнэ пĕ. Пĕлÿ çуртĕнче çамрăк учитель пулни яланах лайăх. Опыт кирек ăçта та тÿрех пулмасть. Йăнăшассинчен, ĕмĕр тăршшĕпех вĕренмеллинчен хăрамалла мар. «Эпĕ  йăлтах пĕлетĕп», —темелле мар нихăçан та. Кашни кун, кашни çул пĕлĕве ÿстермелле. Ачасенчен вĕренме вăтанмалла мар. Учитель хисепрен тухман ха. Ялти шкулта ĕçлесси те ан шиклентертĕ рсире. Хăш-пĕр ялти пĕлÿ çурчĕ хуларинчен те чаплăрах. «Патăрьелти 1-мĕш шкул чи лайăххисен йышĕнче», —тенĕччĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьевт а.

—Тавах интереслĕ калаçушăн.

 РозаВЛАСОВА.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика