28 сентября 2018 г.
Оксана Токмако ва, районти тĕп больницăри врач-терапевт, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ:
- Юхмапа Пăла тăрăхĕ республикăра паттăр та туслă ен пулнипе паллă. Ахальтен мар ĕнтĕ пирĕн ентешĕмĕрсем район, республика тулашĕнче те хăйсен ĕçĕпе, ят-сумĕпе хисеп çĕнсе илеççĕ. Чи пахи тата пĕлтерĕшли районта пурăнакан çынсем пĕр-пĕрне ăнланса, хисеплесе, сума-суса пурăнни тесе шутлатăп. Районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ пулнă май, маншăн районта йĕркелекен культура, спорт мероприятийĕсем чăн-чăн кану, киленỹ шайĕнче иртни питĕ кăмăллă. Сцена çине тухакан культура ĕçченĕсем пĕр чĕлхепе çеç мар, чăвашла та, вырăсла та, тутарла та юрланине савăнса итлетĕп. Уйрăмах районта совет тапхăрĕнчи кинофильмсенчен илнĕ юрăсен йăлана кĕнĕ фестивалĕ Раççейри халăхсен туслă çыхăнăвне, пĕрлĕхне, çирĕплĕхне кăтартса парать. Сăмах май каласан, пирĕн больница коллективĕн пысăк ушкăнĕ те кашни çулах çак фестивале хастар хутшăнать çеç мар, гран-прие те çĕнсе илет. Шурă халатлисен коллективĕ икĕ çул умлă-хыçлă çĕнтерỹçĕ пулчĕ. Хор ушкăнĕ тĕрлĕ чĕлхепе тата темиçе саспа юрăсем шăрантарчĕ.
Тепĕр пĕлтерĕшлĕ пулăм пирки те чарăнса тăрас килет. Юлашки çулсенче тĕп больница коллективĕн хастарĕсем майăн 9-мĕшĕнче Аслă Çĕнтерỹ кунĕ ячĕпе йĕркелекен митинга тата "Вилĕмсĕр полк" стройне салтак тумĕсемпе тухаççĕ. Çакă та ветерансене сума суни, çитĕнекен çамрăк ăрушăн тивĕçлĕ воспитани тесе хаклас килет.
Патăрьел ял халăхĕн шаннă çынни пулнă май çакна та палăртса хăварас килет. Лăпкă та тăнăç пурнăç кирек хăçан та хамăртан килет. Ку тĕлĕшпе Патăрьелĕнче депутатсемпе пĕрлех ял старостисем, обществăлла организацисем, обществăлла канаш членĕсем, хĕрарăмсен канашĕ тата ыттисем те пĕр шухăшлă пулса ĕçлени пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пĕрле чухне ĕçлеме те, канма та кăмăллă.
А. НИКОЛАЕВА.
Редакцирен:
О. Н. Токмакова районти тĕп больницăра 1994 çултанпа участокри врач-терапевтра тăрăшать. Опытлă специалист хăйĕн ĕçне тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн ЧР Сывлăх министерствин Хисеп грамотине, Тав хутне, район администраципе тĕп больницăн Хисеп хучĕсене пĕрре мар тивĕçнĕ. Пĕтĕм Раççейри "Чи лайăх тухтăр - 2010" конкурса хутшăнса "Чи лайăх терапевт" номинацире иккĕмĕш вырăн йышăннă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)