21 сентября 2018 г.
Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта Пĕтĕм Раççейри "Юнармия" юхăмĕ вăй илсе пырать. Унăн тĕп тĕллевĕ- çитĕнекен ăрăва историнчи тĕслĕхсемпе воспитани парса ỹстересси.
Нумай пулмасть 2 "а" класри 26 вĕренекен савăнăçлă лару-тăрура "Юнармия" юхăма кĕчĕç. Вĕсене çак ятпа шкул директорĕ Н. Андреева, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссариачĕн представителĕ П. Иванов, танкистсен юлташлăхне йĕркеленĕ Н. Николаев танкист-ветеран, ашшĕ-амăшĕ саламларĕç, вĕсем çĕршывшăн юрăхлă çын пуласса, вĕренỹре, спортра çитĕнỹсем тăвасса шаннине пĕлтерчĕç. Ачасем тупа тунă чухне тăван çĕршыва юратма, унăн паллă çыннисене ас тума, вăйсăррисене хỹтĕлеме сăмах пачĕç. "Юнармия" юхăмăн районти уйрăмĕ пысăкланса та пысăкланса пырать. Çамрăк армеецсем "Асăну çурти", "Раççей кунĕ", "Яштака та кĕрнеклĕ, хисепе тивĕçлĕ" тата ытти çарпа патриотла мероприятисене хутшăнаççĕ.
Кĕçĕн класра вĕренекенсен тетĕшсенчен тĕслĕх илмелли те пур. Пĕтĕм Раççейри çарпа патриотла "Служу Отечеству" сменăна хутшăннă Ю. Кубиковпа Н. Перепелкин çарпа патриотла "Вымпел" центрĕн сертификатне, Президент полкĕн кăвак тĕслĕ беретне тăхăнма май паракан ирĕке тивĕçнĕ. Ю. Кубиков çавăн пекех "Юнармия" Тĕп штабĕн начальникĕн Д. Труненковăн хушăвĕпе килĕшỹллĕн "Юнармейская доблесть" паллăна илнĕ. Е. Селиванов республикăри çамрăк армеецсен юхăмĕн чи лайăх командирĕ шутланса тăрать. Е. Антонов "Гвардеец 1" спортпа хỹтĕлев лагерĕн участникĕ пулнă.
Шкулти çамрăк армеецсен команди районти тата республикăри "Зарница" тата "Орленок" çарпа патриотла вăйăсенче çуллен мала тухать. Пĕлтĕр "Зарница" команда республика чысне "Атăлçи зарници-2017" вăйăра хỹтĕлесе çĕнтерỹпе таврăнчĕ. Кăçал "Орленок" ушкăн Пĕтĕм Раççейри "Çĕнтерỹ" çарпа спорт вăййинче хастарлăх кăтартрĕ.
С. УРУКОВА, 2 "а" класс ертỹçи
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)