Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » "Наци кросĕ-2018" чупу старта ватти-вĕттине тăратрĕ

18 сентября 2018 г.

Сентябрĕн 15-мĕшĕнче районта пурăнакан ватти-вĕтти "Наци кросĕ-2018" чупăва хутшăнса старта тăчĕ. Спорт ăмăртăвне кашни ял тăрăхĕнчех йĕркеленĕ.

Патăрьел.

"Паттăр" стадиона Патăрьел тата Тăрăн ял тăрăхĕнче пурăнакансем чылайăн пуçтарăнчĕç: пĕрисем - ăмăртрĕç, теприсем вĕсене хавхалантарса тăчĕç. Уява килнисене район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов, Тăрăн ял тăрăх пуçлăхĕ К. Михеев, "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕн директорĕ А. Краснов саламларĕç.

Старта чи малтанах Патăрьелĕнчи предприяти-организаци ертỹçисем тăчĕç. Вĕсем хыççăн кĕçĕн классенче вĕренекенсем хăйсен вăйĕсене виçрĕç. Ачисене хавхалантарса ашшĕ-амăшĕ те юнашарах чупса пычĕ.

Ăмăрту питĕ интереслĕ иртрĕ. Аслă çултисем çамрăксенчен юлманнине чупăва тухса тепĕр хут çирĕплетсе пачĕç, ыттисене тĕслĕх кăтартрĕç. "Наци кросĕ-2018" спорт уявĕнче çĕнтернисене пурне те парнепе тата дипломпа хавхалантарчĕç.

Пăлапуç Пашьел.

"Наци кросĕ-2018" ăмăртăва Пăлапуç Пашьел ял тăрăх администрацийĕнче, культура çуртĕнче ĕçлекенсем, вăтам шкулта вĕрентекенсемпе вĕренекенсем хастар хутшăннă. Старта пурĕ 129 çын тăнă. Тĕрлĕ категоринчи чупура вĕренекенсем хушшинче Д. Сатарова, С. Кудимова, Д. Выросова, А. Соколова, В. Кутузова, И. Макаров, А. Тихонов, Н. Соколов, А. Чернов, А. Тереньев мала тухнă.

VIP-чупура чи лайăх кăтарту А. Клементьев физкультура учителĕн пулнă.

Ыхра Çырми.

Сывлăх - чи хаклă пурлăх, вăл çирĕп пултăр тесен спортпа туслă пулмалла. Çакна Ыхра Çырми ял тăрăхĕнче пурăнакансем яланах асра тытаççĕ. Наци кросне те çавăнпах кунта хастар хутшăннă. Ăмăртăва килнисене ял тăрăх пуçлăхĕ Ф. Алиуллов, Ыхра Çырми шкул директорĕ М. Сайдашев тата ыттисем те саламланă.

Старта тăнисенчен З. Даутова, И. Зейнетдинов, Р. Камалетдинова, А. Зейнетдинов, М. Краснова, Ш. Вахитов пьедесталăн чи çỹллĕ картлаçĕ çине тăма тивĕçнĕ.

Нăрваш Шăхаль.

Сентябрĕн 15-мĕшĕнче Нăрваш Шăхалĕнчи стадиона спорта кăмăллакансем тата "чирлеме" юратакансем çителĕклех пухăннă. Ăмăртăва хутшăнакансен çулĕсене кура тĕрлĕ дистанцине парăнтарма тивнĕ. Спортсменсем пĕринчен тепри маттур чупнă, анчах вăйлисенчен те вăйлăраххисем çĕнтереççĕ. Финиша М. Никонова, В. Егоров, Н. Фролова, К. Кошкин, Е. Юрмина, А. Ефимов, А. Ефимова, А. Иванова, Н. Иванов, А. Юрмин, К. Шайманова чи малтан çитнĕ.

VIP-чупура П. Лаврентьева, М. Николаева, Т. Калькина, Н. Афанасьев палăрнă.

Сăкăт.

"Наци кросĕ-2018" чупăва ял тăрăх пуçлăхĕ Л. Чернов, шкул директорĕ А. Падусев тата ОБЖ учителĕ Н. Тинюков уçнă. Кроса шкул ачисемпе пĕрлех тĕрлĕ отрасльте ĕçлекенсемпе аслă çултисем те хастар хутшăннă. 40-49 çулти арçынсенчен пĕрремĕш вырăна Л. Чернов (ял тăрăх пуçлăхĕ), иккĕмĕшне О. Гусаров (предприниматель), виççĕмĕшне А. Кудряшов (предприниматель) тухнă.

50-65 çулти арçынсенчен А. Калькинпа (культура çурчĕн директорĕ) В. Емельянов (физкультура учителĕ) малти вырăнсене йышăннă. Çĕнтерỹçĕсене парнесемпе тата дипломсемпе хавхалантарнă.

(Хамăр корр.).

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика