18 сентября 2018 г.
Халиччен пурăнса эпĕ Мускаври Хĕрлĕ площадьре çар парадне хутшăннă пĕр çынпа çеç курнăçнăччĕ. Вăл Патăрьел чăвашĕ Александр Порфирьевич Табаковччĕ. Пирĕн ентеш Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çапăçнă, Мухтав орденĕсен тулли кавалерĕ, çĕнтерỹпе киле таврăнсан районта пысăк та яваплă вырăнсенче ĕçленĕ. Çак паттăр 1945 çулхи июнĕн 24-мĕшĕнче Çĕнтерỹ парадне хутшăнма тивĕçнĕ. Эп ас тăвасса вăл самаях çулланнăччĕ. Çапах кĕрнеклĕ те пĕвĕпе çỹллĕччĕ. Аслă Çĕнтерỹ 40 çул çитнине паллă тунă чухне ăна тепĕр хут тĕп хулари парада чĕнсе пысăк чыс тунă.
Хальхи вăхăтра парадсене кашни çулах ирттерме пуçларĕç те унта лекнĕ каччăсен йышĕ (районта) пĕр алăри пỹрнесенех çитрĕ-тĕр. Иртмерĕ те пулсан... Вĕсем хушшинче хĕрсем те пур теççĕ.
Нумаях пулмасть мана çакăн пек маттурсенчен пĕринпе, татах Патăрьел ял çыннипе, çирĕм те тултарман Константин Эдуардович Каримовпа курнăçма тиврĕ. Каччă кăçал Мускавра майăн 9-мĕшĕнче Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 73 çул çитнĕ ятпа ирттернĕ çар парадне хутшăннă иккен. Ăна пăхсан тỹрех Раççейĕн чи чаплă парад стройне кашнинех тăратманнине туйса илетĕн. Биографийĕ пысăк мар-ха- темиçе йĕрке çырмалăх кăна. Райцентрти 2-мĕш вăтам шкулта тăхăр класс пĕтернĕ хыççăн вăл Шупашкарти электромеханика колледжне кайса кĕнĕ. Яла юлнă ытти тантăшĕсем патшалăх экзаменĕсене хатĕрленнĕ кăна чухне вăл электромонтер специальноçне алла илсе электроаппаратура заводне ĕçе вырнаçма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Пурнăç çулĕ çине те тăнă темелле.
Çур çултан вун саккăр тултарнă çамрăка çара илеççĕ. Килтен аякри-аякри регионсенче службăра тăма ĕмĕтленнĕ вăл. Анчах шăпа ăна Мускав çывăхĕнчи Наро-Фоминска кайма çырнă-мĕн. Çапла Костя кунти çĕршывĕпе паллă 4-мĕш гварди Кантемиров танк дивизине, Раççейĕн элита шайĕнчи подразделенине лекет. Танкист тумне тăхăннă кашни салтаках шлемофонпа хăй тĕллĕн çỹрекен тупăллă машина çине лараймасть, паллах. Костьăн диплом та, ĕç опычĕ те пур. Çавăнпа ăна присяга тытнă хыççăн руль рычагне тытас вырăнне автомобильпе бронетанк техникине пăхса тăракан тата юсакан участокра аслă маçтăра лартаççĕ. Çакăнтанах дембеле каймаллаччĕ пек те...Анчах шăпа тата тепĕр çĕрте сăнаса пăхма шутлать иккен. Çĕнĕ çул умĕн ăна та ытти хăй пек юлташĕсене аслă командир патне пуçтараççĕ те ĕç хатĕрĕсене урăххисене пама, хăйсене вара Мускаври çар парадне хутшăнма суйласа илнине пĕлтереççĕ. Ку питĕ пысăк шанăç. Пĕрлех пысăк чыс та. - Пирĕн дивизинчен парада хатĕрленме 600 салтака ят тухнă тата тепĕр тăххăрĕшне саппаса уйăрнă. Яваплă кунччен темĕн те сиксе тухма пултарать. Стройпа пынă чухне вара пĕр вырăн та пушă пулмалла мар, - сăпайлăн кăна каласа кăтартать ман çамрăк пĕлĕш.
- Çак виçĕ рота салтака Мускав çывăхĕнчи танк полигонĕ вырнаçнă Алабинăна илсе кайрĕç. Тĕпрен илсен, çакăнта хатĕрленĕ те пире парад валли...
"Мĕн вăл стройпа утасси? - тейĕ хăшĕ-пĕри сухал айĕнчен кулса.
- Çĕр чавасси те вăрман касасси мар". Шел те, йăнăшатпăр эпир çапла шухăшласа. Специалистсем парада сахалтан та çур çул хатĕр- ленме вăхăт кирлине çирĕплетеççĕ.
- Малтанхи вăхăтра пирĕнпе инструкторсем уйрăммăн ĕçлетчĕç. Йĕрке хушнă пек хăвна тытма, унталла-кунталла пăрăнма тата ытти вуншар мелсене вĕренме ах-тур нумай тар кăлармалла. Ярт тăснă урасене кăна 40 сантиметра çити çĕклесе тытмалла, - малалла аса илет Константин.- Пытармасăр каласан, занятисене каяс вырăнне гранит чул касма та хатĕрччĕ. Тренировкăсене вара кирек мĕнле çанталăкра та ирттернĕ: çумăрне те пăхман, сиввине те уяман, çилне те сисмен. Парад вăхăтне нимĕн те улăштараймасть-çке. Тата та йывăртараххи вара "коробкăсенче" утма хăнăхасси пулчĕ...
Коробка тени вăл анлăшĕпе е шеренгăпа çирĕм салтак, урлăшĕпе тата вунă салтак стройĕ. Пурĕ унта вара 200 салтак е пĕр рота кĕрет. Вăт çак тăваткал пĕр çын пек утса иртнине куратпăр ĕнтĕ эпир телевизор çинче. Минутра 120 утăм, кашни утăм 80 сантиметр. Паллах, пуринчен те яваплăрах самант -майăн 9-мĕшĕ, Хĕрлĕ площадь, Верховнăй главнокомандующи, çĕршывăн ытти пуçлăхĕсем, çĕр-çĕр хăна, çав шутра ют патшалăх çыннисем... Кун пек чухне чун хумханмасăр тăма та пултараймасть. Апла пулин те пирĕн чăваш ачи Константин Каримов ытти танкист салтаксемпе пĕрле пĕр-пĕрне чавсасемпе туйса, пĕр пек сывласа икĕ минут чалт утса тухнă, умма командовани лартнă задачăна чыслăн пурнăçланă.
Тепĕр икĕ эрнерен кăкăр çине "Çĕнтерỹ ячĕпе ирттернĕ парада хутшăннăшăн" медаль тирнĕ салтак тăван киле те çитнĕ. Кунпа Костя тепри пек мăнаçланмасть те, мухтанмасть те. Салтак тивĕçне пурнăçлани çеç вăл уншăн. Ку та аван. Эпир вара пурте пĕрле çапла калăпăр: "Маттур!".
Нумаях пулмасть Танкистсен кунне паллă тунă май районти шлемофонлă пĕрлĕх членĕсем Константин Каримовпа тĕл пулчĕç, çавăн пекех ветерансем уявра спорт мероприятийĕсенче те тупăшрĕç.
Николай ЛАРИОНОВ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)