14 сентября 2018 г.
Патăрьелĕнче пурăнакан Николай Петрович Поляков çак кунсенче 80 çул тултарчĕ. " Çак çула пурăнса çитессе сунман та хама" - тет вăл. Ара кун-çулĕ çăмăлах пулман çав унăн. Ашшĕ вăрçа тухса кайнă чухне 3-ре пулнăскер, ăна астумасть те. Амăшĕ - Агафия Александровна - 3 пĕчĕк ачапа тăрса юлать. Тепĕр çулах мăшăрĕ вăрçăра хыпарсăр çухални çинчен хут илет. Пĕр ывăлĕ чире пула ĕмĕрлĕхех куçне хупать. Мĕн виличченех мăшăрне кĕтет мĕскĕн хĕрарăм, икĕ ывăлне ура çине тăратать. Петяпа Коля та амăшне пулăшас тесе çамрăклах ĕçе кỹлĕнеççĕ. Николай 7 класс пĕтерсенех колхоза ĕçе вырнаçать, каçхине шкулта ăс пухать. 10 класс пĕтернĕ хыççăн салтакра пулать. Унтан таврăнсан шофера вĕренет. Права илсенех шкул-интерната водитель пулса ĕçлеме вырнаçать. 12 çул вăй хурать вăл кунта. Çак хушăра Çĕрпỹри совхоз-техникумра куçăмсăр майпа вĕренет. 1972 çулта аллине техник-механик специальность илни çинчен диплом илсен Патăрьелĕнчи ПМК-5 "Сельхозмонтаж" предприятинче мастер пулса ĕçлеме пуçлать. Пултаруллă, ĕçчен каччăна пуçлăхсем прораб пулма сĕнеççĕ.
1998 çулччен вăй хурать Николай Петрович çак ĕçре. Мĕн чухлĕ çĕнĕ çурт-йĕр, кĕпер, шкул, садик хăпартса лартман-ши çак вăхăт хушшинче. Урара яланах атă пулнă, сивĕ-и, ăшă-и стройкăра тăрмашнă. Юрать мăшăрĕ ăнланнă, шелленĕ ăна. Роза Андреевнăпа вĕсем Ульяновск хулинче паллашаççĕ. Çамрăксем 1965 çулта пĕрлешсе çемье çавăраççĕ. Пурнăç тумхахсăр пулмасть теççĕ. Поляковсен çемйине те вăл тĕрлĕ енчен тĕрĕслет. Пушар тухса çурчĕ çунса каять. Николай Петровичăн ылтăн аллисем ывăннине пĕлмесĕр ĕçленипе çĕнĕ çурт лартать çемье.
Икĕ хĕр çуратса ỹстереççĕ вĕсем. Асли - Тамара - Шăмалака качча кайнă, мăшăрĕпе икĕ хĕр çитĕнтереççĕ. Кĕçĕнни - Люся Алькешре тĕпленнĕ, вĕсен те икĕ хĕр çитĕнет. (2570).
Н.МАЗЯКОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)