17 августа 2018 г.
Августăн 15-мĕшĕнче районта Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Кун йĕркинчи тĕп ыйтусем: Раççей Федерацийĕн пенси ыйтăвĕпе çыхăннă саккуна çĕнĕлĕхсем кĕртесси, вырма ĕçĕсем мĕнле иртсе пыни. Çавăн пекех мероприятие хутшăннисем халăх пуçарулăхĕ çинче никĕсленнĕ обществăлла инфратытăма аталантарас тата хамăр пурăнакан вырăнсене хула хăтлăхĕ туса хурассипе çыхăннă проектсене сỹтсе яврĕç, çак тĕллевпе пăхса хăварнă плансене тишкерчĕç. Çуллахи типĕ çанталăк малалла тăсăлнă май халăха пушар тата шыва кĕнĕ чухнехи хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес ыйтусем çине пысăк титмлĕх уйăрмаллине те асăнчĕç.
Информаци кунне Чăваш Республикин Строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн çумĕ Александра Юсупова тата Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕ, информаци политики тата массăллă коммуникацисен министерствин "Чăваш наци телерадиокомпанин" директорĕн пĕтĕмĕшле ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Александр Магарин хутшăнчĕç. Чăн малтанах вĕсем район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ертсе пынипе Патăрьел ял тăрăхĕнчи Кепе юхан шывăн çыранĕ хĕрринче "Хальхи вăхăтри хула хăтлăхĕпе тивĕçтересси" программăпа килĕшỹллĕн тума пикеннĕ объектпа, Карл Маркс урамĕнчи çуртсен таврашне тирпей-илем кĕртнĕ ĕçсемпе паллашрĕç.
Патăрьелĕнчи Кепе çыранĕн çак вырăнĕ маларах çỹп-çап тăкмалли вăрттăн вырăн пулса тăнăччĕ. Ăна коллективсен вăйĕпе субботниксем туса тасатнă хыççăн иртнĕ çул кунта строительсен ĕçлĕ шавĕ пуçланчĕ. Пулас кану комплексĕнче паян хĕрсех ĕç пырать. Икĕ енĕпе те çыранĕсене çирĕплетнĕ. Юнашарах анлă утма çул, çынсен ыйтăвне тивĕçтерекен çурт, кафе те пулмалла. Çак кунсенче çеç çырантан аякра мар автомашинăсене лартмалли ятарлă вырăна туса пĕтерчĕç. Кунтах - культура çурчĕ, сквер, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăк... Урăхла каласан, çывăх вăхăтра çак хăтлă территори патăрьелсемшĕн çеç мар, кунта хăнана килекенсемшĕн те, туристсемшĕн те культурăллă кану вырăнĕ пулмалла.
Юлашки çулсенче район центрĕ тĕрлĕ программăна кĕрсе ял халăхĕ валли пысăк хăтлăх, тирпей, кану условийĕ туса пани куç умĕнче. Иртнĕ çул çак программăпа килĕшỹллĕн строительсем Патăрьелĕнчи Гагарин урамĕнче çул, тротуар сарчĕç, кашни çурт умнех автомашинăсем лартмалли вырăнсем турĕç, ачасем валли ятарлă площадка уçрĕç... Паян çак урам чăнах та хуларинчен пĕрре те кая мар. Ăна упрама, типейлĕ тытма çеç пĕлмелле. Кăçал вара çакăн пек программăпах тепĕр территорие -Карл Маркс урамĕнчи икĕ çурт хутлăхне хăтлăх кĕртнĕ. Патăрьел ял тăрăх пуçлăхĕ Николай Ялуков çак программа паян питĕ пĕлтерĕшлĕ, кирлĕ пулнине, халăх çакна лайăх йышăннине палăртрĕ. Сăмах май каласан, Карл Маркс урамĕнче пурăнакансем хăйсем те пĕр çын пек пулса строительсене пысăк пулăшу панă. Пĕр чĕлхе тупса ĕçленĕренех картишĕнчи пусса та, подъезд умĕнчи картисене те юмахри евĕр хитре туса хунă. Халăх пуçарулăхне мухтамалла çеç.
- Çак çуртсенче чылайăшĕ 20 - 30 е тата ытларах çул та пурăнаççĕ. Район центрĕнчи патшалăх çурчĕсене хăтлăх кĕртнине ырламалла. Питĕ хĕпĕртерĕмĕр хамăрăн мăнуксем хуларинчен кая мар площадкăра выляма пултарнишĕн, - терĕ Николай Козлов ĕç ветеранĕ хăйĕн савăнăçне пайласа.
Пурăнакансен шухăшне малалла тăсса министр çумĕ Александра Юсупова малашне те нумай хваттерлĕ çуртсене пурне те çакăн пек хăтлăх кỹмеллине палăртрĕ.
Малалла Информаци кунне хутшăннисем Ыхра Çырминчи Решит Санзяпов фермер хуçалăхĕнчи вырма ĕçĕсемпе, халĕ тăвакан çĕнĕ ĕне витипе, ытти объектсемпе паллашрĕç, районти АПК ветеранĕсемпе тĕл пулса кун йĕркинчи ыйтусемпе калаçрĕç.
Çак кунхинех Информаци кунĕн тепĕр ушкăнĕ - район администрацийĕн ятарлă программăсен пай пуçлăхĕ Григорий Каллин тата районти пушар надзорĕн начальникĕ Андрей Тукмаков "Батыревский" хуçалăхра тата "Исток" çĕр ĕç фирминче пулса вырма ĕçĕсемпе кăсăкланчĕç, халăхпа тĕл пулса ĕç вырăнĕнче инкек-синкекрен, пушартан асăрханасси пирки сăмах пуçарчĕç.
А. ЕГОРОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)