15 августа 2018 г.
Патăрьелĕнче пурăнакан 87 çулхи Г. Задоров футбол енĕпе Раççейре иртнĕ тĕнче чемпионатĕнче Данипе Перу çĕршывĕсен спортсменĕсем вылянă вăййа Саранскине, Германипе Корея тупăшăвне Хусана çити кайса курма кăмăл тунинчен кăштах тĕлĕнтĕм те. Тăххăрмĕш теçетке тултаракан çын кирек хăш спорт вăййине те курма хирĕçлемест-мĕн. Инçе çула тухма та ỹркенмен. Киленĕçе тупма ăна ачисем пулăшнă.
- Сывă пурнăç йĕркине ачаранпах тытса пыратăп. Ăрăва малалла тăсакансем те çакна ырлаççĕ. Эльвира ывăлĕ, Богдан мăнукăм, чемпионата курма Калининградпа Ростовах çитрĕ. Хамăр çĕршывра пырать-çке. Ачасем пурте акăлчанла чăвашпа е вырăспа хутшăннă евĕрех калаçаççĕ,- савăнăçне пытараймасть Геннадий Петрович.
Мăшăрĕ те хирĕçлемен çула тухнипе. Пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăннăран çапла ĕнтĕ. Кăçал Задоровсем пĕрлешнĕренпе 55 çул çитнине паллă турĕç. "Юратупа шанăçлăхшăн" медале тивĕçрĕç.
Пĕр-пĕрне куçран пăхсах ăнланаççĕ Анастасия Николаевнăпа Геннадий Петрович. Чылай чухне пĕрле курма пулать вĕсене. Çурт хыçĕнче çĕр лаптăкĕ çукран ял вĕçне плант илнĕ. Унта çĕр улми, çырла-панулми çитĕнтереççĕ. Ирсерен çумлама, каçсерен шăварма çỹреççĕ. Пасара та сиктерсех каймаççĕ. Каллех çуран.
Ĕçсĕр пĕр самант та лармаççĕ.
- Унчченрех хур-кăвакалне, чăххи-чĕппине йышлă усранă, ĕни-пăрушĕ пулнă. Вĕсемпе ачасене ĕçе хăнăхтарнă. Халĕ чакартăмăр,- тет Анастасия Николаевна.
Анлă пурнăç çулĕпе утаççĕ Задоровсем. Кашнийĕшĕн ĕçлĕ кун-çулĕ пуян та интереслĕ. Çемье пуçĕ Патăрьелĕнчи иккĕмĕш шкулта вĕреннĕ. Унтан педучилищĕре пĕлỹ пухнă. Диплом илнĕ хыççăн ăна Тăрăна ĕçлеме янă. 5-7 классенче математика предметне вĕрентнĕ Геннадий Петрович. Кайран çар ретне тăнă. Малалла пĕлỹ пухас ĕмĕчĕ кунта та пулнă. Çавна май çар училищинче вĕреннĕ. Çав енĕпех кайма сĕнекенсем те пулнă. Анчах çамрăк яла килме кăмăл тунă. Салтак тумне хывичченех Алманчăри шкула ĕçе вырнаçнă. Кунтах Çĕнĕ Ахпỹрт хĕрĕпе Анастасия Николаевнăпа паллашнă. Пĕр вăхăт вĕсене шăпа уйăрнă. Каччă пединститута вĕренме кайнă. Хĕрĕ те унтан юласшăн пулман. Ĕçленĕ хушăрах аслă шкула вĕренме кĕнĕ.
Çулсем иртнĕ. 5-мĕш курсра пĕлỹ пухнă чухне Геннадий Петровича Нăрваш Шăхальне практикăна янă. Килĕшнĕ курăнать вăл кунти педагогсене. Вара алла диплом илсен каллех кунта килнĕ. Тỹрех директор лавне "кỹлĕннĕ".
Çакăнта мăшăрланнă та Задоровсем. Çемьене çул сиктерсе йыш хушăннă. 3 ачаллă пулсан Геннадий Петровичпа Анастасия Николаевна Патăрьелне куçса килнĕ.
- 26 çул интернатра ĕçлерĕм. Пĕр класĕнче çеç 43 ачаччĕ. Çурма тăлăхсем, тăлăхсем вĕренетчĕç. Айвантараххи те, шухăраххи те пурччĕ. Кашнийĕшĕн амăшĕ, аппăшĕ вырăнĕнче пулмаллаччĕ. Пĕрне çупăрласан теприн кăмăлĕ юлать. Виççĕмĕшĕ те ытама кĕресшĕн куçран тĕмсĕлсе пăхать. Хамăн ачасем пекех юрататтăм кашнийĕшне. Халĕ те манмаççĕ вĕсем, уявсенче саламлаççĕ. Тĕл пулсан ăшшăн сывлăх сунаççĕ. Ячĕсене пуринне те астуса та пĕтерейместĕн. 200 ытла ача пурăнатчĕ те унта,- тет Анастасия Николаевна.
Воспитани мелне пĕлсе ĕçленĕ педагог. Кашни ачан психологине туйнă. Ахальтен мар ĕнтĕ пĕринче интернат директорĕ Н. Трофимов А. Задоровăна хăй ертсе пыракан 8 классенчен илсе улттăмĕшсен ертỹçи тунă. Пурнăçра кирлĕ пулакан сĕнỹсем парса сахал мар калаçу ирттернĕ "иккĕмĕш амăшĕ" çитĕнекен ăрупа. Çамрăкрах педагогсем Анастасия Николаевнăн класс сехечĕсен вăхăтĕнче коридорта алăк çурăкĕнчен итлесе тăнă. Аслăраххин ĕç методикине пĕлесшĕн, вĕренесшĕн пулнă ĕнтĕ вĕсем.
Пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илме пулăшнă чылай выпускника А. Задорова. Паянхи кун вăл сĕннипе малалла пĕлỹ пухнăскерсем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче ĕçлеççĕ. Пысăк-пысăк фирмăсем тытакансем те, наука ĕçченĕсем те, медицина докторĕсем те... пур.
Чылай педагогран "хамăр ачасене ỹстернĕ чухне вĕсене вĕрентсе ларма вăхăт та çителĕклĕ пулман пирĕн" текен сăмахсене илтме пулать. Çапла ĕнтĕ. Уроксем ирттернĕ. Класс сехечĕсене йĕркеленĕ. Унтан киле панă ĕçĕсене тĕрĕсленĕ. Тĕрĕслев ĕçĕсем çыртарнă.
Задоровсем те çавах. "Ларса урок ту", - тесе ачисене каланине те астумаççĕ вĕсем. Çитĕнекен ăру вара пĕрин хыççăн тепри тарăн пĕлỹ пухнипе савăнтарнă. Пурте медале тивĕçлĕ вĕреннĕ вĕсем. Кайран аслă пĕлỹ илнĕ. Паянхи кун виççĕшĕ Мускавра тĕпленнĕ. Медицина наукисен кандидатне çитнĕ Марина хулари поликлиникăра главнăй врачăн çумĕ, Андрей, университет хыççăн Францинче бизнес-шкулĕнче ĕç ăсталăхне вĕреннĕскер, пĕр фирмăра финанс директорĕнче, Герольд каллех курăмлă фирмăра ĕçлесе пурăнаççĕ.
Иккĕшĕ Шупашкарта тымар янă. Хусан университетĕнчен вĕренсе тухнă Эльвира республика больницин бактериологи лабораторийĕн заведующийĕнче, Владислав электроснабжени енĕпе ĕçлеççĕ.
6 мăнук çитĕнет Задоровсен. Çуллахи каникулсенче вĕсем ялта канаççĕ. Çурчĕ-йĕрĕ пысăк та капмар. Кашнийĕшĕн валли вырăн çитет. Иккĕмĕш хучĕ те хĕллехи вăхăтра хутăнать. Канма кирлĕ условисем çитеççĕ. Бильярд сĕтелĕ çитĕнекен ăрăва илĕртетех.
Çын хушшинче пурăннă, ĕçленĕ Задоровсем. Геннадий Петровичăн пурнăç çулĕ те интереслĕ. Парти райкомĕ сĕннипе вăл "Путь Ленина" колхозра партком секретарĕнче те ĕçленĕ. Патăрьелĕнчи профессипе техника училищинче директор çумĕнче вăй хунă. Тивĕçлĕ канăва тухичченхи 10 çулне вара почта уйрăмĕнче ирттернĕ. Вăл вăхăтри çулсене те çăмăл пулнă теейместĕн. Почтальонкăсем сумкки-сумккипе хаçат-журнал валеçнĕ. Пĕрре йăтса кайма май çуккипе икшер хутланă. Килĕрен 4-5 экземпляр хаçат-журнал çырăннă мар-и? Сăмах май çакна та палăртмалла. Задоровсем паян та пичет изданийĕпе çывăх. Районта тухса тăракан "Авангард" хаçата çырăнмасăр пĕрре те юлмаççĕ. Ашшĕ-амăшĕн килне килсен ачисем те вĕсене ăна вуламасăр хăвармаççĕ.
Килте вара шанчăклă "çăра уççи" пулнă Задоровсен. Ачисем пĕчĕккĕ чухне вĕсене пăхма тесе пĕр хĕрачана киле кĕртнĕ. Ефросини аппан тăванĕ пулман. Вăл Çĕмĕрлери ача çуртĕнче ỹснĕ. Ашшĕ вăрçăра, амăшĕ выçăпа вилнĕ. Хăй те сусăрскер тата. Юрать килĕшỹллĕ çемьене çакланнă. Тĕпленсех пурăнса кайнă çакăнта. Анастасия Николаевна амăшĕ хĕпĕртенĕ те. Сусăра хỹтлĕх кỹнĕшĕн хăвăра сăвап пулĕ, тенĕ. Паян вăл çуккишĕн, пурнăçран уйрăлнишĕн пăшăрханаççĕ те.
- Пĕр-пĕрне пĕлес тесен пĕр пăт тăвар çимелле, тенĕ авалтан. Пăт тăварне мăшăрланичченех çиме пултарнă эпир. 8 çул калаçса çỹренĕ хыççăн пĕрлешрĕмĕр. Сивĕ сăмах каласси пулман çуртра. Мăшăрпа иксĕмĕр те ачасемшĕн тĕслĕхлĕ пулас тенĕ. Ĕçшĕн чуна панă. Иксĕмĕр те "Ĕç ветеранĕ" эпир. 12 çулта чухнех колхоза вăкăрпа сухалама çỹренĕ. Тырпул акнă çĕре хутшăннă. Çаксем тыл ветеранĕ илме те май пачĕç. Ачаранах пилĕке ĕçпе авнă,- тет Геннадий Петрович.
Кăтартуллă ыттисемшĕн Задоровсем. Пỹртри чỹрече янахĕсем çинче те, пахчара та хĕм сапакан чечексем çеçке çураççĕ. Пĕр-пĕрне итлесе калаçать мăшăр. Сассисем уçă. Пĕрер çаврăм юрă та шăрантарма именмерĕç. Начарри нимĕн те çук вĕсен пурнăçĕнче. Хăйсем те аса илеймеççĕ. Йывăрлăхĕ вара кашнийĕнех пулнă. Задоровсем те уйрăлса тухса çурт лартнă. Ун чухне пĕр пĕрене илес, вăрмантан кăларас тесен те нушаланнă. Паян укçи çеç пултăр. Мĕн кирлине килсех параççĕ. Хăтлăх çитет çуртра. Пурăнмалла та пурăнмалла çеç. Çынсене ырă сунасси малта вĕсен. Çавăнпа хăйсен пурнăçĕ те ăнать. Ачисем те Анастасия Николаевнăпа Геннадий Петрович пекех шăкăл-шăкăл пурнăçа килĕштереççĕ. Тĕрĕс воспитани пани çакăнтан та курăнать.
А. АСТРАХАНЦЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)