Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Флотра пулнисем чыс-хисепре

31 июля 2018 г.

Тинĕс çар флотĕнче службăна ирттернисем хăйсен уявне паллă турĕç. Малтанах вĕсем Патăрьелĕнчи "Арбатри" палăк умне пухăнчĕç.

Уяв ячĕпе кунта ветерансене район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов, Патăрьел ял тăрăх ертỹçи Н. Ялуков саламларĕç. Çавăн пекех "Морское братство-_ союз моряков" обществăлла организацин вырăнти уйрăмĕн канашĕн председателĕ А. Казенов, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссариачĕн представителĕ П. Иванов, Раççей Федерацийĕнчи Хĕç-пăшаллă Вăйсен ветеранĕсен канашĕн председателĕ С. Шадиряков тата ыттисем те уяв саламĕ çумне хутшăнчĕç.

Флотра пулнисем Туçари чир- кỹре кĕлĕре пулчĕç, молебен тутарчĕç. Ăна виççĕмĕш округри Улатăр-Пăрачкав епархийĕн благочиннăйĕ Н. Марков протоиерей ирттерчĕ. Сăмах май çакна та каламалла: чиркỹ настоятелĕ хăй те вăхăтĕнче тинĕс çар флотĕнче службра тăнă.

Ĕç ветеранĕн В. Салминăн музей çуртĕнче пулни те кăмăла кайрĕ.

Уяв малалла Сăкăт ял тăрăхĕнчи Мирун кỹлли çумĕнче тăсăлчĕ. Спорт вăййисене хутшăнчĕç. Юрă-кĕвĕ çемĕ аякка саланчĕ.

А. ИВАНОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика