Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Çĕр ĕç фирми çĕнĕ техникăпа пуянланать

20 июля 2018 г.

 24 çул каялла "Южный" комплексран уйрăлса тухнă тулли мар яваплă "Корма" çĕр ĕç фирми" пĕрлешỹ паян пысăк хăватпа ĕçлет çеç мар, çулсеренех пурлăхпа техника базине те пуянлатса пырать. Çак кунсенче çеç хуçалăх паркне тепĕр вĕр çĕнĕ "хурçă ут" хутшăннă. Çĕрпỹ районĕнче иртнĕ "Уй кунĕ - 2018" уявран вĕсем пушă алăпа таврăнман, Белоруссинче кăларнă пысăк кустăрмаллă "МТЗ _ 1221. 2" трактор хăваласа килнĕ. Пирĕн хаçат сотрудникĕ хуçалăх ертỹçипе Иван Петрович Владимировпа тĕл пулнă, çĕнĕ техникăна курса пахаланипе пĕрлех çĕр ĕç фирмин аталанăвĕ пирки те кĕскен ыйтса пĕлнĕ.

- Иван Петрович, экономикăна вăйлатасси, хуçалăха тухăçлă ĕçлеттересси пысăк технологисемпе пĕлсе тăрăшнинчен те килет. Çак тĕллевпе эсир уйрăмах юлашки çулсенче лайăх ĕçлесе пыни сисĕнет. Хăвăрăн малашлăх çулĕпе кĕскен паллаштараймăр-ши?

- Паянхи пурнăçра ертỹçĕ çаврăнăçуллă пулни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев калашле, малта пыракан производствăна тĕпе хурса, çĕнĕ вăй-хăватпа ĕçлеме тăрăшмалла. Ун пек чухне чăнах та ĕçĕн результачĕ курăмлă. Ку тĕлĕшпе пирĕн тĕллевсем пысăк. Хальхи вăхăтра унчченхи меслетпе "тутăхнă" техникăпа ĕçлесе нимĕнле тухăç та илеймĕн. Çак тĕллевпе эпир çулсеренех тракторпа машина паркне çĕнетме тăрăшатпăр. Ун пек чухне кадрсемпе ĕçлеме те ансат. "Агромашснаб" урлă туяннă çак çĕнĕ трактор та ĕçлеме меллĕ, çỹреме хăтлă. Кабини пысăк, кондиционер та пур. Пирĕн тĕп тĕллев - хамăрăн çĕрсем çинче пысăк тухăçлă культура çитĕнтерес тесе вĕсене агротехника ыйтнă пек пăхма тăрăшасси. Çавăн пекех опрыскиватель, çĕнĕ йышши культиватор (плуг пекех çĕре хăпăтса çавăрттарса пырать) тата ыттине те туянтăмăр. Паян "Полесье" комбайнсем иккĕшĕ те вырмана тухма хатĕр.

- Техника паркĕ çĕнелни лайăх, паллах. Вĕсемпе ĕçлекен ăстасем, механизаторсем пирки мĕн калама пултаратăр?

- Паянхи кун вĕсем çителĕклĕ. Çĕнĕ техникăпа ĕçлес текенсем пушшех йышлă. Тỹлевĕ начар мар, ака-суха вăхăтĕнче 30-шар пин тенкĕ те ĕçлесе илеççĕ. Опрыскивательпе тăрăшакан механизаторăн шалăвĕ вара уйăхне 45 пин тенкĕ ỹксе пырать.

- Хальхи вăхăтра уй-хирте тырă пучахĕсем пуçне тайма пуçланă темелле. Вĕсем тулса, сарăхса пыраççĕ. Иван Петрович, чĕпсене кĕркунне çеç шутлаççĕ теççĕ пулин те, кăçалхи вырмаран мĕнле тупăш кĕтетĕр?

- Тĕш-тырăна гектартан 30 центнертан кая мар пуçтарса илесшĕн. 320 гектар çурхи тулă, 80 гектар урпа начар мар çитĕнчĕç. Çĕрулмипе сухан-севок та пĕлтĕрхинчен кая мар тухăç парасса шанатпăр.

- Иван Петрович, хăвăр ĕçĕрте эсир пуян опытлă ертỹçĕ, ырă наставник. 2000 çултах "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ" хисеплĕ ята тивĕçни те çакнах çирĕплетет. Çак çулхинех эсир тата районти "Çулталăк çынни -2000" конкурсра çĕнтерсе мала тухрăр. Ырă пулăмсене чăн малтан мĕнпе çыхăнтаратăр?

- Ĕçĕн результачĕ пултăр тесен ăна кăмăлтан пурнăçламалла, юратмалла. Ертỹçĕ тивĕçĕнче коллективра ырă лару-тăру тытса тăни, пĕр чĕлхе тупса ĕçлени, кирлĕ пек хавхалантарни те пĕлтерĕшлĕ. Пĕрлĕхре вара вăй çеç мар, çитĕнỹ те пулать.

- Тавах калаçушăн. Малашнехи ĕçре ăнăçу сунатăп сире.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика