13 июля 2018 г.
Юлия Кулакова Ыхра Çырминчи вăтам шкулта вĕреннĕ чухнех хăйне ырă енĕпе çеç кăтартнă. Ахальтен мар чиперкке ылтăн медаль илме тивĕçнĕ. 11 çул хушшинче пухнă пĕлỹ никĕсĕ вара Юлия Александровнăна аслă шкулта тавра курăмне анлăлатма, общество пурнăçĕнче хăйĕн хастарлăхне тата ытларах ỹстерме, кунтан та "пиллĕк" паллăпа çеç вĕренсе тухма пулăшнă. Çак кунсенче И. Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППУ студентки алла харăсах икĕ диплом илĕ: филолог тата логопед специальноçĕсемпе. Вĕсем иккĕшĕ те хĕрлĕ тĕслĕ. Ылтăн медаль çумне хутшăнакан документсем малашне пурнăç çулне уçмалли "çăра уççи" вырăнне пулĕç. Çакна та палăртса хăвармалла. Кăçал аслă шкулта "Чи лайăх выпускник -2018" хисеплĕ ята çĕнсе илнĕ студентка иртнĕ çул И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренсе финансист дипломне те илнĕ.
- Пурнăçра тĕрĕс çул çине тăма, ыррипе усаллине уйăрма вĕрентнĕшĕн юратнă аттепе аннене тата хамăр шкулти вĕрентекенĕмĕрсене чун-чĕререн тав тăватăп. Малашне те шанăçа тỹрре кăларса, тăрăшса ĕçлесчĕ...- хăйĕн савăнăçне пытармарĕ паян-ыран алла диплом илме хатĕрленекен студентка.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)