Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Чире сарăлма парар мар

13 июля 2018 г.

Утă уйăхĕн 11-мĕшĕнче Патăрьелĕнче Шупашкартан килнĕ ятарлă комисси эпизоотологи тата эпидемиологи тĕпчевĕ ирттернĕ. Акă, мĕн пĕлтерчĕ хаçат редакцине районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен ветеринари станцийĕн начальникĕ Петр Ефимов кайăк-кĕшĕк грипĕпе çыхăннă лару-тăру пирки:

- Шупашкарти ветеринари лабораторийĕн анализĕпе кайăк-кĕшĕк грипĕ Патăрьелĕнчи Крепков урамĕнчи пĕр хуçалăхра çирĕпленчĕ. Ăна тепĕр хут тĕпчеме Владимирти наукăпа тĕпчев институтне ятăмăр. Хальхи вăхăтра çак чире малалла аталанма парас мар тĕллевпе районти ветслужба сотрудникĕсенчен талăкĕпех пост йĕркеленĕ, çак урама карантина лартнă, Патăрьелĕнчи "Юхма" пасарĕнче вăхăтлăха чăх-чĕп сутма чарнă. Çак кунсенче çынсен усал чиртен асăрханас тĕллевпе пасартан кайăк-кĕшĕк туянма тăхтаса тăмалла. Енчен те хуçалăхра çине-çинех чăх-чĕп вилме пикенчĕ пулсан çийĕнчех ветеринари службине 61-2-69, 61-2-74 телефонсемпе шăнкăравласа пĕлтермелле.

Çавăн пекех Комсомольски районĕнчи пĕр ялта та çакнашкал лару-тăру.

А. НИКОЛАЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика