05 июня 2018 г.
Патăрьелĕнчи ял хуçалăх техникумĕнче уçă уроксем иртрĕç. Вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Р. Воробьева студентсене В. Высоцкий композитор, юрăç пултарулăхĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Юрăçăн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине халалланă юррисене итлесе вĕсене тĕплĕн тишкерчĕç. Тĕрлĕ мелпе усă курса вĕрентекен çамрăксене çĕршыва юратма, туслăха упрама, хаклама, вăрçăра пуç хунă паттăрсене хисеплеме вĕрентрĕ.
Урок-семинарта ачасен тавра курăмĕ анлă пулни палăрчĕ. Д. Смаев (философ), Д. Осипов (историк), Д. Замалетдинова (библиограф), А. Кузнецова (биограф) кăсăклă информацисемпе юлташĕсене паллаштарчĕç. Студентсем В. Высоцкий çинчен сахал мар илтни палăрчĕ. Вĕсене юрăç-бардăн юррисем килĕшрĕç, малашне те унăн пултарулăхне ăша хывма пулчĕç.
Н. ЗАХАРОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)