Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » "Вилĕмсĕр полкри" сăнсем, манăçмаççĕ вĕсем

22 мая 2018 г.

Чăваш Енре "Вилĕмсĕр полк" акцие хутшăнакансен шучĕ çулсерен ỹссе пыни кăмăла çĕклет. Пирĕн çĕршывра кăна мар, ют патшалăхсенче те ентешсем асăну маршĕсем ирттереççĕ.

Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти вĕрентекенсемпе вĕренекенсем çулсеренех "Вилĕмсĕр полк" акцие хутшăнса вăрçă паттăрĕсен сăн ỹкерчĕкĕсене йăтса тухаççĕ. Вĕсен ретĕнче чылайăшĕн ват аслашшĕсемпе ват кукашшĕсем, куккăшĕсемпе тетĕшĕсем пурришĕн кăна мар, шкул историйĕпе çыхăннă вĕрентекенсен портречĕсем пуррипе мăнаçланаççĕ.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине пирĕн пĕлỹ çуртĕнчен çирĕм ытла вĕрентекен кайнă. Вĕсен хушшинче ултă учитель - П. Федоськин (1941-1942), Н. Раськин (1942-1943), Н. Стеклов (1946-1947), А. Табаков (1947-1949), В. Селенин (1949 -1973), С. Гайнуллин (1969-1980) - скобкăра палăртнă çулсенче ертỹçĕре тăрăшнă. Петр Семенович хамăр шкултанах вĕренсе тухнă. Çамрăк йĕкĕте директор пулса ĕçлеме хаяр вăрçăн малтанхи çулĕсенче пĕрре те çăмăл пулман, паллах. Часах вăл та çĕршыва хỹтĕлеме кайма повестка илнĕ. Шел пулин те, П. Федоськин каялла таврăнайман.

1920-1940 çулсенче математика предметне вĕрентнĕ Николай Степанович Раськин та хăй ирĕкĕпе фронта кайнă. Вăл киле таврăннă. Н. Стеклова, А. Табакова, В. Селенина, С. Гайнуллина аслă çулхи ентешсем лайăх ас тăваççĕ пуль тетĕп. Вĕсен пултарулăхĕ, тăрăшулăхĕ, курăмлă ĕçĕсем ĕмĕр-ĕмĕр асра юлĕç. Ахальтен мар хисеплĕ вĕрентекенсене сума суса музейра стенд турăмăр.

Тăван ен, истори урокĕсенче çак манăçми паттăрсем çинчен шкул ачисене час-часах каласа паратпăр. Ентеш салтаксен çемйисем, тăванĕсем пирки материал пуçтарса-шыраса шкул музейĕн фондне пуянлатма, стендсем тума ачасем чылай пулăшаççĕ. Тĕслĕхрен, 7 классем А. Николаев вĕрентекенĕн ашшĕ-амăшĕ -Аверкий Степановичпа Серафима Александровна - пирки, иккĕшĕ те вăрçăра пулнă май, Çĕнтерĕве Германире кĕтсе илни çинчен асăну папки йĕркелерĕç. Александр Аверкиевич çывăх çыннисене ăшшăн аса илни, вĕсен фронтри паттăрлăхĕпе пĕрле терт-нуши пирки тĕплĕн каласа кăтартни шкул ачисемшĕн çав тери интереслĕ. Куç шăрçи пек упранакан орден-медаль, кивĕ сăн ỹкерчĕксем çемье реликвийĕ пулнине ачасем ăнланаççĕ.

"Вилĕмсĕр полкри" сăнсем хушшинче ĕмĕрĕпе шкулта вăй хунă, вăрçăра телефонист-связист пулнă Н. Макашина учительницăна асăнмасăр хăвараймастăн. Çавăн пекех С. Тестов, М. Кузнецов, К. Сапожников, И. Ахмеев, М. Спинов, А. Батуева, П. Сорокин тата ытти вĕрентекенсен ячĕпе шкул музейĕнче йĕркеленĕ альбомсем хисеплĕ вырăн тупнă. Пуçарнă ырă ĕç малалла тăсăласса шанас килет.

Сăмах май каласан, Аслă Çĕнтерỹ 73 çул тултарнине халалласа шкул çумĕнче йĕркеленĕ Асăну паркне шкултан вĕренсе тухакансен ячĕпе уçни "Вилĕмсĕр полкри" тăванăмăрсене чыс туниех.

Г. ХЛЕБНИКОВА, вĕрентекен.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика