04 мая 2018 г.
Çулленех манăн кукаçи (Патăрьелĕнче пурăнакан А. Леонтьев) çурт умне шăнкăрчсем валли вĕллесем туса çакать. Шăчă тăррине чăрăш лăссине çирĕплетет. Вĕçен кайăксем вĕсенче çийĕнчех йăва çавăраççĕ. Кушаксем тустарасран, чакаксем пăтратасран капкăнсем лартать.
"Юрри мĕне тăрать çунатлă туссен",- тет кукамай та. Кашнийĕнчех пĕрисем килеççĕ пулас. Çурт йĕри-тавра, хуçана систерсе, чĕвĕлтетсе юрласа вĕçсе çаврăнаççĕ те пилеш йывăççи çине лараççĕ.
Мăшăр шăнкăрч кăçал та хăйсен юррине шăрантарма пуçларĕ. Ватă çынна хăтлă çуртшăн тав тунăнах туйăнать çакă. Вĕçен кайăксене пулăшмаллах пирĕн.
Е. КРАСНОВА, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекен
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)