Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » "Ырăлăх тата шанчăк çулĕпе" - малалла

20 апреля 2018 г.

Çак кунсенче районти тĕп библиотекăра чăвашсене çутта кăларакан И. Я. Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалласа "Ырăлăх тата шанчăк çулĕпе" ăс-хакăлпа кăмăл-сипет сехечĕ иртнĕ. Çавра сĕтел тавра йĕркеленĕ калаçăва районти "Православи çути" клуб членĕсемпе пĕрлех Турă Амăшĕн Державнăй иконĕн Патăрьелĕнчи храм настоятелĕ Александр атте, Раççейри писательсен тата журналистсен Союзĕсен членĕ, темиçе кĕнеке авторĕ, тĕнчери халăхсен пĕрлĕхĕн академийĕн чăн членĕ Валентин Смирнов, чăваш художникĕсен Союзĕн членĕ Николай Лукиянов (Йĕсси Кули) хутшăннă.

Тĕл пулу Мăнкун эрнинче иртнĕ май, чăн малтанах Александр атте христиан тĕнне тытса пыракансене пысăк уявпа саламланă, унăн историйĕпе кĕскен паллаштарнă. Валентин Смирнов Иван Яковлевич Яковлева халалласа сахал мар кĕнеке кăларнă. Унăн ĕçне, творчествине чылай тĕпченĕ ентешĕмĕр хăйĕн сăмахĕнче шăпах вĕсем пирки чарăнса тăнă. Кунтах вулакансем, хăнасем "Ырăлăх тата шанчăк çулĕпе" куравпа паллашнă. Юлашкинчен хамăрăн йăла-йĕркене, культура традицине халăх хушшинче сарас ĕçре тивĕçлĕ тỹпе хывакан хастарсене Раççейри "Россия Православная" Общество юхăмĕн грамотипе чысланă.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика