17 апреля 2018 г.
Ишлĕре кăçалхипе тăваттăмĕш хут республикăри сунарçăсем хăйсен «Тĕл перекен» ятпа иртекен ăмăртăвне пуçтарăннă. Унта Патăрьел, Комсомольски, Елчĕк, Йĕпреç, Улатăр районĕсенчен, Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш, Çĕрпÿ хулисенчен хутшăнма кăмăл тунă. Пурĕ 35-ĕн старта тăнă.
Ăмăртакансене район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, ЧР строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Владимир Михайлов, ЧР çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ Александр Коршунов тата ыттисем те ăнăçусем суннă.
Сунарçăсем 1 километрлă дистанцире тупăшнă. Çуран чупнипе пĕрлех тĕл перессипе те ăмăртнă.
Тĕп парнене – тихана – Ишлĕри Вячеслав Краснов, вăкăра Каçал тăрăхĕнчи Руслан Михеев, такана Игорь Долгов тивĕçнĕ. Çавăн пекех «Чи хăвăрт чупакан» тупăшура Кивĕ Ахпÿртри Петр Егоров, «Тĕл перекен» тупăшура Елчĕк районĕнчи Сергей Баскаков палăрнă. Чи аслă çулхи сунарçă Елчĕк тăрăхĕнчи Валерий Медведев, чи çамрăкки Каçал тăрăхĕнчи Андрей Тарасов пулнă.
А. Иванов
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)