Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Çирĕп туслăхпа юрату çинче Тытăнса тăрать пĕтĕм çут тĕнче

13 апреля 2018 г.

Килĕшỹллĕ кĕтỹре кашкăр та хăрушă мар, теççĕ. Патăрьелĕнчи "Юмах" ("Сказка") ача садне кирек хăш вăхăтра пырса кĕрсен те алăкранах ăшă туйăм варкăшĕ сисĕнет, хăтлăх, тирпейлĕх куçа тирĕнет. Паян район центрĕнчи 280 ача çỹрекен ача-пăча учрежденийĕн алăкĕсем пилĕк çул каялла пуçласа уçăлчĕç. Унтанпа вăхăчĕ нумаях иртмерĕ пулин те А. Горшкова ертсе пыракан коллектив учреждени йĕри-таврашĕнчи 3 гектар çĕре хăйне евĕр дендраринех çавăрма ĕлкĕрнĕ. Кунта вĕсем арбузпа дыня, панулмипе груша, ытти пахча-çимĕç çитĕнтерсе илнисĕр пуçне пепкесене тĕнчекурăмпа ăс-хакăл пуянлăхне ỹстерес, тĕнче илемлĕхне, ырăлăха курма хăнăхтарас, тĕрлĕ халăхăн культурине хисеплеме вĕрентес тата ытти ыйтупа та питĕ нумай тимлеççĕ. Эппин, вулаканăмăра коллективпа çывăхрах паллаштарар-ха.

"Юмах" ача сачĕн коллективĕ пĕчĕкех мар: 52 çын тăрăшать. 12 ушкăнта 16 воспитатель, музыка урокĕсене ертсе пыракан 2 специалист, физкультура инструкторĕ, логопед, аслă воспитатель, техника персоналĕсем тата ытти те пур. Интернационалла коллективра чăваш, вырăс, тутар, украина наци халăхĕн представителĕсем пĕр çемьери пек килĕштерсе ĕçлеççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ çирĕп туслăхпа юрату çинче тĕвĕленнĕ ушкăн районти шкул çитмен ачасен учрежденийĕсем хушшинче кирек мĕнле ăмăрту-конкурссенче те призерсен ушкăнĕнче. Ача садĕнче ытларах вырăсла калаçаççĕ пулин те шăпăрлансем район центрĕсĕр пуçне Шăнкăртамран та, Сăкăтран та, Кĕçĕн Патăрьелĕнчен те, Тăрăнтан та, Еншикрен те, Çĕнĕ Ахпỹртпе Козловка-Пăлаккассинчен те çỹ-реççĕ. Кỹршĕри Шăмăршă районĕнчи Карапай Шăмăршăран (ашшĕ-амăшĕ Патăрьелĕнче ĕçлеççĕ) "Юмах" тĕнчине" çỹ рекенсем те пур. Урăхла каласан мĕн пĕчĕкрен аякри туссемпе, тĕрлĕ наци халăхĕн пулас ăрăвĕ-пе хутшăнса ỹсеççĕ ачасем.

Ача садне çỹрекен пепкесен ăс-хакăлĕпе кăмăл-туйăм пуянлăхĕн никĕсне хывас, иртнипе паянхине танлаштарма, малашлăха курма хăнăхтарас, ырăлăха, çепĕçлĕхе, илеме вĕрентес, хăй халăхĕн наци туйăмне ăша хывас, ытти халăх культурине хисеплес тĕллевпе "Истоковедение" программăпа та чылай ĕçлеççĕ воспитательсем. Воспитани методики ансатах мар пулин те педогогсем ачасемпе çеç мар, вĕсен ашшĕ-амăшĕпе пĕр чĕлхе тупни те кăмăллă. Ахальтен мар ĕнтĕ вĕсем республика шайĕнчи "Мехел" (2014), "Хунав" (2016), "Земля моя Чувашия" (2017) илемлĕх тĕнчипе çыхăннă конкурссенче малти вырăнсене йышăнма пултарнă.

Пĕчĕк шăпăрлансем аслисен йăлипе çулсеренех Çăварни уявĕн йăлине, тĕрлĕ халăхăн наци тумĕн кунне (апрелĕн 25-мĕшĕнче) тата ыттине манăçа кăларманни те коллектившăн пархатарлă пулăм. Хамăрăн асатте-асанне, атте-анне чĕлхипе культурин çирĕп никĕсне ача сачĕсемпе шкулсенче çеç хывса хăварма май пур.

- Коллективра тăватă наци çынни пĕр çемьери евĕр килĕштерсе ĕçлетпĕр. Пĕри - пуриншĕн, пурте- пĕриншĕн. Çавăнпа та кал-кал ĕçлеме те, çĕнĕ проектсене пурнăçа кĕртме те çăмăл. Ушкăнта çамрăксем ытларах пулни те хавхалантарать. В. Гаврилова, Н. Солдатова, С. Романова, Н. Орлова вара çамрăксемшĕн ырă наставниксем. Кăçалхи Ырă ĕç тăвакансен çулталăкĕ те пирĕншĕн çĕнĕ çитĕнỹсемпе, ỹсĕмсемпе паллă пуласса шанатпăр,_ кăмăлтан паллаштарать ача сачĕн ертỹçи Алевтина Горшкова.

А. ЕГОРОВА.

Хаклав

Любовь Головко, ача сачĕн ĕçченĕ:

"Лару-тăру та, шăпа та пире Украинăри Луганск облаçĕнчен куçса килсе Юхмапа Пăла тăрăхĕнче никĕсленме май пачĕ. Иккĕмĕш тăван çĕршывăм тесе калас килет Патăрьел районне. Кунта пире питĕ килĕшет: туслă та ĕçчен, пултаруллă халăх пурăнать. Халĕ ĕнтĕ ачасем те çитĕнчĕç, шкула каяççĕ. Эпир Анат Туçаранах район центрне ĕçе те, шкула та çỹретпĕр".

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика