06 апреля 2018 г.
2018 çул Раççейре - Ырă ĕç тăвакансен çулталăкĕ. Çакна ăша хывса Патăрьелĕнчи "Юмах" ача садĕнчи "Солнечные зайчики" ушкăнри ачасен ашшĕ-амăшĕ пуш уйăхĕн пуçламăшĕнче участокра юртан тем çỹллĕш ту купаласа хунăччĕ. Çак ĕçре воспитательсемпе няньăсем те аяйккинче юлмарĕç. Власовсен, Терентьевсен, Долговсен, Хисаметдиновсен, Хураськинсен çемйисем, А. Родионова, А.Сорокина хăйсен тĕпренчĕкĕсемпе тăрăшсах ĕçлерĕç, кайран тĕрлĕ вăйă вылярĕç, ту çинчен çунашкапа тата ватрушкăсемпе ярăнчĕç.
Çак ушкăнри ашшĕ-амăшĕ пĕр-пĕринпе яланах туслă, вĕсем кунта иртекен мероприятисене те хастар хутшăнаççĕ, ырă ĕç тăвас кăмăлĕсем пуянлансах пыраççĕ, яланах пулăшма хатĕр. Ачасем те çакна курса ырă ырăпа таврăннине ăнланса ỹсччĕр тесе тăрăшатпăр та эпир хамăр ĕçре.
Н. ПУШКИНА, "Юмах" ача сачĕн воспитателĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)