Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Паттăрсене манăçа кăларманни - сумлă

27 марта 2018 г.

Патăрьелĕнчи "Солнышко" ача садĕнчи "Почемучки" ушкăн воспитателĕ пулса ĕçлетĕп эпĕ. Çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парассине тĕпе хуратăп. Çакна патшалăхăн вĕрентỹ стандарчĕ те ыйтать.

Кирек хăш ỹсĕм çулĕнче те ачасем нумай пĕлме юратаççĕ. Тĕрлĕ ыйту хускатаççĕ вĕсем. Лайăххине савăнса, шухăша яраканнине тимлĕн итлесе ларса кĕтсе илеççĕ. Çакна тĕпе хурса вĕсен кăмăл-сипет пуянлăхне аталантарма тăрăшатăп та. Ача шухăшлама пĕлни, тавçăрма тăрăшни, тăван тавралăхри улшăнусене туйни кăмăллă. Аталану малашлăхĕ çакăнпа çыхăннă-çке.

Занятисенче çуралнă çĕршывпа тĕплĕнрех паллаштарни тăван çĕре тата ытларах юратма вĕрентет. Ĕçре тĕрлĕ мелпе усă куратпăр: калаçу, сăнав, экскурси, хăй тĕллĕн ĕçлесси... Вилнĕ паттăрсене манăçа кăларманни сумлă. Историне пĕлмеллех-çке çитĕнекен ăрăвăн. Çавна май палăксемпе мемориалсем патне çитсе куратпăр. Патăрьелĕнчи "Мухтав монуменчĕ" патĕнче пулса пуç тайрăмăр. Арбатри палăксемпе паллашрăмăр. Тăван çĕршыв çинчен вуланă чухне вăрçă сюжечĕсене пăхатпăр.

Ача садĕнче воспитани илни малашлăхшăн хурăннă никĕс пултăр. Çитĕнекен ăру каярахпа хăйĕн гражданла тивĕçне - çар службинче тăрассине- кăмăлтан пурнăçлама пултартăр.

А. ТУМАКОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика