Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Тĕпчев ĕçĕсем хỹтĕлерĕç

07 марта 2018 г.

Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумĕнче çулсерен Раççейри Ăслăлăх кунне халалласа тĕрлĕ мероприяти йĕркелеççĕ. Студентсен шухăшлавне, тавракурăмне аталантарас тĕлĕшпе наукăпа практика конференцине ирттересси те йăлана кĕнĕ. Кăçал та вĕренекенсем секцисене хутшăнса хăйсен тĕпчев ĕçĕсене хỹтĕлерĕç. Жюри членĕсем уйрăмах О. Горшкова (ертỹçи Н. За- харова), Д. Смаева (Р. Воробьева), С. Николаев (Ю. Воробьев), Н. Столбова (Т. Михеева) ĕçĕсем курăмлă та кăсăклă пулнине палăртрĕç.

Стена хаçачĕсен конкурсĕнче те мала тухакансем пулчĕç.

Вĕрентекенсем "Ăслăлăх тата пĕлỹ" ятпа йĕркеленĕ йăлана кĕмен уроксем ирттерчĕç. Математика преподавателĕн И. Алякинăн "Математика тĕрлĕ наукăра" викторина-урокĕ пурин кăмăлне те кайрĕ. Чăн-чăнах математика ытти наукăсемпе тачă çыхăннине вăрентекенпе студентсем çирĕплетсе пачĕç.

Т. ИМЕРКИНА, вĕрентекен

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика