22 февраля 2018 г.
Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта Воин-интернационалистсен кунне паллă тăвасси йăлана кĕнĕ. Вăхăтĕнче çакăнта пĕлỹ пухнă хыççăн çар Конституци тивĕçне Афганистан çĕрĕнче пурнăçлама хутшăннисем килеççĕ унта. Кăçалхи тĕл пулăва районти воин-интернационалистсен канашĕн председателĕ, шкулта нумай çул ĕçленĕ А. Краснов, Афганистанри вăрçă ветеранĕсен союзĕн председателĕ Ф. Сулейманов, В. Краснов, С. Раськин афганецсем хутшăнчĕç. Вĕсене çамрăк армеецсен ушкăнĕ (ертỹçи В. Антипов) кĕтсе илчĕ. М. Чернова социаллă педагогпа аслă класра вĕренекен О. Цыганов чуна пырса тивекен сăвă йĕркисене вуларĕç. Тăххăрмĕшсем (ертỹçи Г. Шаймина) юрăпа саламларĕç.
Хăнасем те пушă алăпа килмен. Иртнĕ çул футболла выляма икĕ мечĕк парнеленĕ пулсан, хальхинче шкулта вĕреннĕ чухнехи тата Афган вăрçинче ỹкернĕ сăн ỹкерчĕксенчен хатĕрленĕ аса илỹ презентацине пахаларĕç. Ачасене çакă кăсăклантарчĕ. Аслисен тĕрлĕ ыйту çине хуравлама тиврĕ. Ирĕкĕ çукрах пулнă пулсан та С. Раськин çапăçу саманчĕсене ỹкерсе илнĕ. Вĕсем Афган вăрçин саманчĕсене уçса пачĕç. Çакна тума ăна шкулта вĕреннĕ чухнех спортпа туслă пулни, республика чемпионĕн ятне çĕнсе илнĕскерĕн пултарулăхĕ çитни те пулăшнă пулас.
Шупашкар епархийĕн благочиннăйĕн, Етĕрне хула чиркĕвĕнче пачăшкăра ĕçлекен Сергий аттен сывлăх, ырă та хĕвеллĕ кун, телей, шкул ачисене вĕренỹре, спортра, ытти çĕрте çитĕнỹ суннă çырăвĕ те вырăнлă пулчĕ.
Афган вăрçинче пуç хунă ентешсене уйрăммăн аса илни, пĕр минут шăп тăни пурне те тарăн шухăша ячĕ.
Юлашкинчен воин-интернационалистсен юратнă юррине - "У солдата выходной" пурте пĕрле юрларĕç.
М. ВАСИЛЬЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)