20 февраля 2018 г.
Юр çусах тăрать пулин те тавралăхра çурхи кунсем çывхарса килни сисĕнет-сисĕнетех. Кăнтăрлахи хĕвел аванах ăшăтать. Нумай вăхăт иртмĕ, "хĕл куççулĕ шавласа" юхса кайĕ çырмара.
Иртнĕ вырсарникун, февралĕн 18-мĕшĕнче, Патăрьелĕнче Çă- варние уявланă май хĕле ăсатрăмăр. Уява килнисене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пай пуçлăхĕ Леонид Кузнецов тата Патăрьел ял тăрăх пуçлăхĕ Николай Ялуков саламларĕç, пурне те ырлăх-сывлăх, телей, юрату сунчĕç.
Çуркуннене кĕтсе илме юмахри персонажсем те килсе çитнĕ. Ырă Çуркунне вара пуш алăпа мар, мăйне çакнă кĕлентĕр çыххипе тата тирĕк тулли икерчĕ-пĕлĕмпе килсе çитнĕ, пурне те кучченеçпе сăйларĕ.
Çуркуннене чаплăн кĕтсе илни район пурнăçне хăйне евĕр илем кĕртрĕ, анчах та тройка, пар лашасем курăнманни кăштах кăмăла та хуçрĕ. Пĕртен-пĕр илемлетнĕ лаша çеç ача-пăчана ярăнтарчĕ.
Уяв спорт ăмăртăвĕсемсĕр епле ирттĕр-ха? Дартс, армреслинг, кире пуканĕ йăтассипе тупăшрĕç, çĕнтерỹçĕсем дипломсемпе парнесене тивĕçрĕç. Шупашкартан килнĕ "Дорожное радио" йĕркеленĕ дискотека тата тĕрлĕ ялтан килсе çитнĕ артистсен концерчĕ пухăннисен кăмăлне çĕклерĕ, пĕрле ташлама йыхравларĕ.
Уявăн чи кăсăклă саманчĕ Хĕл катемпине çунтарса ярса Çуркуннене кĕтсе илни пулчĕ. "Килчĕ ырă Çуркунне!"- çапла кăшкăрсах каларăмăр уявран тулли кăмăлпа саланнă май.
Н. ВАЗЮКОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)