16 февраля 2018 г.
Хальхи вăхăтра килти условинчех тĕрлĕрен пахча çимĕçрен куçа илĕртекен ассорти хатĕрлекен ăста хĕрарăмсем сахал мар. Вĕсенчен чылайăшĕ рецепт "шпаргалкине" "Любимые заготовки" текен журналтан илеççĕ. Ача амăшĕсемпе çамрăксене варени-компот, маринадсемпе тăварланă çимĕçсем хатĕрлеме вĕрентекен кăларăмăн юлашки номерĕпе паллашма ĕлкĕрнĕ хăш-пĕр вулакан хитре журналăн хуплашки çинчи илемлĕ пикене палласа илме те пултарнă. Вăл паянхи кун Санкт-Петербургри пысăк поликлиникăра тĕп тухтăрăн çумĕ пулса ĕçлекен Светлана Бессонова - Осипова. Светлана Александровна Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкултан та, аслă вĕренỹ заведенийĕнчен те питĕ лайăх паллăсемпе çеç вĕренсе тухнă. Çамрăк та ăста, тăрăшуллă специалист аслă хуламăрти сиплев учрежденийĕнче те пысăк хисепре. Мăшăрĕпе икĕ ывăл çитĕнтернисĕр пуçне вăл пушă вăхăтра алă ĕç тума та, амăшĕ пекех çемье валли тутлă апат-çимĕç хатĕрлеме те кăмăллать. Апла пулсан Раççейĕпе 80 000 тиражпа саланакан журналăн пĕрремĕш страницине вăл ăнсăртаран çакланман.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)