13 февраля 2018 г.
Патăрьелĕчи "Солнышко" ача садĕнчи аслă ушкăна 23 ача çỹрет. Пĕринчен тепри матур та илĕртỹллĕ вĕсем. Вуннăшĕ кăçал шкул сакки çине ларма хатĕрленеççĕ. Çавна май çитĕнекен ăрупа çанă тавăрса ĕçлеме тивет. Тарăн пĕлỹ илес тесен çирĕп никĕс хуни кирлĕ. Çак тĕллевпе вĕрентỹ программине тĕплĕн пурнăçласа пыма тăрăшатпăр. Асра юлма май паракан, сăнама вĕрентекен, шухăша яма пултаракан, мĕн пĕлнине каласа пама хăнăхтаракан вăйă-конкурс йĕркелетпĕр. Вырăнти çĕнтерỹçĕсене районти ăмăртусене явăçтаратпăр. Акă А. Шакирова "Эпĕ тĕнчене ỹкеретĕп" конкурсра районта пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Р. Купкенова "Шыв - пурнăç çăлкуçĕ" тупăшура каллех пĕрремĕшне çĕнсе илчĕ.
Ача чухне хам та çак садике çỹренĕ эпĕ. Ĕçлеме кунта пуçăннишĕн те хĕпĕртетĕп. Аслă юлташсем куллен пулăшса пыни хавхалантарать. Çакă çитĕнекен ăрăва воспитани парас ĕçре витĕмлĕ пулăшу. Ачасен ашшĕ-амăшĕпе пĕр чĕлхе тупни те вырăнлă. Кун пирки Республика Пуçлăхĕ М. Игнатьев Чăваш Патшалăх Канашне янă Çырура та çапларах палăртнăччĕ: "Ачана тивĕçлĕн пăхса çитĕнтерессишĕн, чăн малтанах, унăн ашшĕпе амăшĕ, вĕрентекенсем яваплă пулнине манмалла мар".
Н. АНТОНОВА, воспитательница
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)