Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Асăмăрти тĕл пулу

13 февраля 2018 г.

Кашни ачашăн шкулта вĕреннĕ вăхăт чи асра юлаканни. Пĕлỹ çуртĕнче темиçе çул юлташсемпе пĕрле кунсерен вăхăта усăллă ирттерни епле манăçтăр-ха?

Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкултан вĕренсе тухса кайнисемпе асра юлмалли тĕл пулу иртрĕ. Шкул директорĕ Л. Лялина вĕренекенсен пурнăçĕпе паллаштарчĕ. Выпускниксенчен хăшĕсем вĕренỹ çурчĕ валли асăнмалăх парнесем, учительсем валли чечек çыххисем илсе килнĕ.

Уявăн пĕрремĕш пайĕнче вĕсем ушкăнсем çине пайланса волейболла вылярĕç. Хастарсем вĕрентекенсен йышĕнче те тупăнчĕç. Студентсенчен йĕркеленĕ команда çав тери тăрăш- рĕ. Чылая тăсăлчĕ вăйă-ăмăрту. Вăйлисем яланах çĕнтереççĕ-çав. Пĕрремĕш вырăна 40-45 çулхисем тухма пултарчĕç. Иккĕмĕшне- вăтам çулхисем, виççĕмĕшĕнче - 25-28тисем. Пурте шкул дирекцийĕн Хисеп хучĕсене илме тивĕç пулчĕç. "Чи лайăх вылякан" ята Я. Васюткинăпа Е. Ялукова çĕнсе илчĕç.

Акт залĕнче тĕл пулăва килнисен ячĕпе хатĕрленĕ концерт пулчĕ. Вĕренекенсемпе вĕрентекенсен ташши-юрри пурин кăмăлне те çĕклерĕ. Шкул пурнăçĕпе çыхăннă сăн ỹкерчĕксен презентацийĕсене пăхса тата краеведени музейĕнче упранакан альбомсене уçса кашниех ачалăха, вĕреннĕ тапхăра куç умне кăларчĕ. Тепĕр çул татах та килме пулчĕç выпускниксем тĕл пулăва.

Г. ХЛЕБНИКОВА, вĕрентекен

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика