Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ - 2018" чупу иртрĕ

13 февраля 2018 г.

Февралĕн 10-мĕшĕнче районти кашни ял тăрăхĕнчех йăлана кĕнĕ "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ_2018" чупу иртрĕ. Çак кун Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 3980 çын йĕлтĕр йĕрĕ çине тăнă.

Кĕçĕн Патăрьелĕнчи "Олимп" стадионра Патăрьел, Тăрăн, Çĕнĕ Ахпỹрт ял тăрăхĕсенчи сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансем тупăшрĕç. Хĕвеллĕ çанталăк пурин кăмăлне те çĕклерĕ, стадион кĕрлесе çеç тăчĕ.

Пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов, ЧР министрсен Кабинечĕн председателĕн çумĕ - финанс министрĕ С. Енилина, "Паттăр" ФСК директорĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан П. Порядков, Тăрăн ял тăрăх пуçлăхĕ К. Ми- хеев, Патăрьел ял тăрăх пуçлăхĕн çумĕ В. Львов, Çĕнĕ Ахпỹрт ял тăрăх пуçлăхĕ А. Майрушкин саламларĕç, ăмăртура пурне те ăнăçу сунчĕç.

"Уява Кăнтăр Корейăри Пхенчхан хулинче иртекен Хĕллехи олимпиадăна хутшăнакан хамăр Раççей спортсменĕсене халаллар. Пирĕн паянхи ăмăрту тĕнче пĕлтерĕшлĕ пысăк олимпиадăн пĕр пĕчĕк пайăрки пулса спортсменсене çĕршыв чапне çĕклеме вăй патăр, рекордла çитĕнỹсем тума хавхалантартăр",- терĕ Рудольф Васильевич ăмăртăва уçнă май.

VIP- чупура организаци, предприяти ертỹçисемпе пĕрле Светлана Александровна Енилина та хутшăнчĕ. Шкулсем хушшинчи тупăшу уйрăмах çивĕч иртрĕ. Кĕçĕн классенче вĕренекенсене учителĕсемпе ашшĕ-амăшĕ хавхалантарчĕç. Хăшĕ-пĕри пепкипе юнашарах пĕрле чупрĕ.

Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене пурне те дипломпа, парнесемпе чысларĕç. Çавăн пекех спорт уявĕн комисси членĕсем "Чи çамрăк йĕлтĕрçĕ-2018", "Чи аслă çулхи йĕлтĕрçĕ -2018" номинацисем те палăртрĕç. Пĕрремĕшне Патăрьелĕнчи 3 çулхи Дима Мефодьев, иккĕмĕшне - 67-ри Кĕçĕн Арапуçĕнчи спорт ветеранĕ Николай Григорьев тивĕçрĕç.

Н. МАЗЯКОВА

Хаклав В. КАРЯГИН, спорт ветеранĕ:

"Пирĕн районта юлашки вăхăтра массăллă спорт аталанса пыни савăнтарать. Çитĕнекен ăрăва спортпа ача садĕнченех туслаштармалла. Шкулсенче вĕренекенсем тĕрлĕ республика шайĕнчи турнирсене хутшăнса ỹсĕмсем тунинче тренерсен тỹпи те пурах. Мĕншĕн тесен кирек хăш спортра та майне (техникăна) пĕлмелле. Тренерсем çавна вĕрентеççĕ те ачасене. Паянхи ăмăрту кăмăллă иртрĕ. Эпир вĕрентекен ачасем малти вырăна тухни малалла ĕçлеме хавхалантарать"

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика