13 февраля 2018 г.
Патăрьелĕнчи Гагарин урамĕнче иртнĕ çул "Хула хăтлăхĕпе тивĕçтерес" программăпа çулпа тротуара, подъезд умĕнчи лаптăксене асфальт çул сарса панипе пĕрлех ача-пăчана выляса киленмелли ятарлă участок та хута ячĕç. Çакăншăн, паллах, çак урамра пурăнакансем паян кун та савăнса пĕтереймеççĕ. Хĕллехи кунсенче вара шăпăрлансемшĕн строительсен "проекчĕ" çумне тепĕр "объект", кăсăклă кĕтес те хутшăнчĕ. Кунта çамрăк ашшĕ-амăшĕн - Думилинсен, Ярушкинсен пуçарăвĕпе ачасем валли юр купинчен ĕлĕкхи евĕр тăвайкки ăсталаса хунă. Вĕсемех участока хĕл каçа юр айне тума та памаççĕ, ăна тасатсах, тирпейлесех тăраççĕ. Çакăн валли пысăк вăй, укçа-тенкĕ те кирлĕ мар, çапах уйрăм çынсем, çемьесем пуçарулăх кăтартни кăмăллă, ыттисемшĕн те ырă тĕслĕх.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)