07 февраля 2018 г.
Республика Пуçлăхĕн çамрăксен творчествăри ăнтăлăвне, çитĕнĕвне кура стипенди пама йышăннă хушăвĕнче Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти хастар та маттур вĕренекенсем те пур. Вĕсем - М. Кальметова, П. Кошкин, П. Краснова, Е. Филиппова, Э. Комиссарова, Р. Шрша (ỹкерчĕкре).
Сăмах май, Федерацин Атăлçи округĕнчи "Атăлçи зарници-2017" çарпа спортăн V вăййинче республика чысне хỹтĕлекенсен шутĕнче Мария, Полина, Евгения, Павел та пур. Республика Пуçлăхĕ пысăк тимлĕх уйăрнăшăн яшсемпе хĕрсем çав тери хĕпĕртеççĕ.
Е. Филиппова 10 класра вĕренет. Вăл отличница, обществăлла ĕçсенче кăтартуллă. Тĕрлĕ конкурса хастар хутшăнать. Уйрăмах историпе, литературăпа, обществознанипе тĕплĕн вĕренет. Женя- сăпайлă, яваплă хĕрача. Хăйĕн йăмăкĕшĕн те яланах тĕслĕх вырăнĕнче.
П. Краснова та отличница. Анлă тавракурăмлă. Уйрăмах математика, физика, биологи, хими предмечĕсене кăмăллать. Районта иртекен кашни ăмăртурах малтисен ретĕнче. Полинăн кашни çитĕнĕвĕ курăмлă. Вăл районти, республикăри олимпиадăсене хастар хутшăнать. Кĕнеке вулама юратать.
П. Кошкин та Полина пекех 10 класра пĕлỹ пухать. Вăл волонтерсен юхăмĕн лидерĕ, "пиллĕк" паллăсемпе çеç вĕренет. Шанса панă ĕçе тĕплĕн пурнăçлать. Павел юлташĕсенчен ăс-тăнĕпе те, пултарулăхĕпе те, çирĕп кăмăлĕпе те палăрса тăрать. Вăл районти, республикăри конкурссен çĕнтерỹçи. Регион шайĕнче олимпиадăсенче те малтисен шутĕнче. Сывă пурнăç йĕркине мала хурать.
Р. Шрша обществознани, вырăс чĕлхи, истори, математика предмечĕсене çăмăллăн шĕкĕлчет. Сăпайлă, яваплă. Ризиля наука конференцийĕсенче тĕрлĕ секцинче малти вырăнсене çĕнсе илет. Мĕн пĕчĕкренех искусство шкулне çỹрет. Юрра-ташша ăста. Республикăра иртекен "Мехел" конкурса çуллен хутшăнать. Тĕрлĕ номинацире çĕнтерỹçе тивĕçет.
М. Кальметова 9 класра вĕренет. Çирĕп кăмăллă хĕрача. Районти спорт ăмăртăвĕсенче яланах пьедесталăн çỹллĕ картлашкинче. Волейболла, баскетболла выляса Юхма ен чысне хỹтĕлет. Пуриншĕн те ырă тĕслĕхлĕ.
Э. Комиссарова "Çамрăксем - сывă пурнăç йĕркишĕн" акцие тата волонтерсен юхăмне хастар хутшăнаканĕ. Эвелина юрлама ăста. Вокал ансамблĕн солисчĕ. Обществăлла ĕçсенче хастар. Шанса панă ĕçе тĕплĕн пурнăçлать. Районти, республикăри ăмăртусенче пĕрре мар малти вырăнсенче пулнă. Тỹрĕ кăмăллă, сăпайлă хĕрача. Çавăнпа ăна пĕрле вĕренекенсем хисеплеççĕ, юратаççĕ.
О. КАЛЛИНА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)