02 февраля 2018 г.
Пулăхлă çĕр пушă выртни никама та чыс кỹмест, çавна май районта юлашки çулсенче усă курманнисене пусă çаврăнăшне кĕртессипе тимлĕх ытларах уйăрма пуçларăмăр.
2016 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ сухаланман 4675 гектар тупса палăртнă. Çав çулхине 1200 гектара ĕçе кĕртме тĕллев лартнăччĕ, ăна ытларах та - 1278 гектар - пурнăçларăмăр. Пĕлтĕр 1348,9 гектара (планпа 1300 пулнă) акма юрăхлă тунă. 2018 тата 2019 çулсенче тата 2048,1 гектар пусă çаврăнăшне кĕртмелле.
Усă курман çĕрсене сухаласа акассипе "Корма" (500 гектар ытла), "Тойсинская" (163), "Кзыл-Камыш" (138) агрофирмăсем, "Звезда" ЯХПК (108), В. Багаутдинов фермер хуçалăхĕ (100) тата "Авангард" пĕрлешĕвĕн "Патăрьел беконĕ" филиал (500 гектар ытла) уйрăмах аван ĕçлерĕç.
Ял хуçалăх предприятийĕсене тăрăшнине кура район уставĕпе тата районти депутатсен Пухăвĕн 2015 çулхи декабрĕн 15-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн район администрацийĕн бюджетĕнчен ĕçе кĕртнĕ кашни гектаршăн пĕр пин тенкĕ парса хавхалантарма йышăннă.
С. МОИСЕЕВА, район администрацийĕн экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн специалисчĕ.
Хаклав
Иван Владимиров, "Корма" агрофирма директорĕ:
"Усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртекен хуçалăхсене район администрацийĕн бюджетĕнчен укçа пани - пысăк пулăшу. Унпа çунтармалли-сĕрмелли материалшăн тăкакланнин пĕр пайне саплаштарма е механизаторсене ĕçленĕшĕн тỹлеме май пур. Эпир 2016 тата 2017 çулсенче Туçа ял тăрăхне кĕрекен Вăтаелĕнчи, Кивĕ Ахпỹртри, Тутар Тимешĕнчи сухаланман лаптăксене ĕçе кĕртрĕмĕр, çавна май икĕ хутчен пулăшăва тивĕçрĕмĕр. Пирĕн кашни лаптăкпа тулăхлă усă курма, çĕр пушă ан вырттăр тесе тăрăшмалла".
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)