02 февраля 2018 г.
Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта ачасен тавра-курăмне анлăлатас, ăс-хакăлне пуянлатас, вĕсене тарăн пĕлỹ парас, класс тулашĕнчи мероприятисене явăçтарас тĕлĕшпе вĕрентекенсем сахал мар тăрăшаççĕ. Çакна районта, республикăра, ун тулашĕнче иртекен олимпиадăсене, конкурссене, наукăпа практика конференцийĕсене, спорт ăмăртăвĕсене, "Зарница", "Орленок" вăйăсене хутшăнса малти вырăнсене çĕнсе илнисем те çирĕплетсе параççĕ.
"Ĕçне кура - чысĕ", - тенĕ ватăсем. Ачасен çитĕнĕвĕ тивĕçлипе хакланать. Çакна 9 класра вĕренекен А. Сельцовăпа Н. Ма- зяков Чăваш Республика Пуçлăхĕн стипендине илме тивĕçни те çирĕплетет.
Анастасийăпа Николай кĕçĕн классенче вĕреннĕ тапхăртанпах хăйсене лайăх енчен çеç кăтартаççĕ. Мероприятисене хастар хутшăнаççĕ, спорта юратаççĕ, тĕрлĕ предметпа кăсăкланаççĕ. Биологи, акăлчан чĕлхи, хими, физкультура, ОБЖ çывăхрах та вĕсемшĕн. Шкулти, районти спорт ăмăртăвĕсем, олимпиадăсем Настьăпа Николайсăр иртмеççĕ. Хĕрача "5" паллăсемпе çеç вĕренет. Шывра ишес енĕпе те кăтартуллă.
Коля технологипе, астрономипе ытларах кăсăкланать. Шывра ишессипе, акватлон, триатлон енĕпе, çăмăл атлетикăпа районта çеç мар, республикăра та темиçе хутчен чемпион пулчĕ.
Çамрăк стипендиатсем çуран чупас енĕпе шкул чысне яланах çĕклеççĕ. Çулленех "Зарница" вăййа хутшăнаççĕ. Туризмпа кăсăкланаççĕ. Республикăра иртекен "Морское троеборье", "Золотой карабин", "Стрельба с пневматической винтовки", "Акватлон", "Триатлон", "Плавание" ăмăртусенчен юлмаççĕ. "Юнармия" членĕсем вĕсем.
А. АНТИПОВ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)