Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Çĕнĕ проекта хутшăнаççĕ

02 февраля 2018 г.

Республикăри "Асамат кĕперĕ" культурăпа выставка центрĕ" общество организацийĕ шкулсене явăçтарса хатĕрленĕ "Чăваш Ен сăнĕсем" проект çĕршыв шайĕнчи социаллă проектсен конкурсĕнче çĕнтерỹçĕ пулнă.

Ăна пурнăçа кĕртессипе çыхăннă тăкаксене саплаштарма Раççей Федерацийĕн Президенчĕн грантсен фондĕнчен укçа-тенкĕ уйăраççĕ.

Çитĕнекен ăрăвăн граждан позицине йĕркелес тĕллевпе пуçарнă проекта Чăваш Республикин вĕрентỹпе çамрăксен политикин министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан С. Кудряшов уçнă. Проекта хутшăнакансене _ республикăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан 21 учреждени ертỹçине - сертификат панă. Ăна пирĕн районтан Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкул тивĕçнĕ (ỹкерчĕкре). Çавна май çак шкулсенче "Чăваш Ен сăнĕсем" галерея йĕркелĕç. Унта чăваш халăхĕн паллă çыннисемпе- Г. Айхипе, И. Яковлевпа, Н. Ашмаринпа, Н. Бикчуринпа, Г. Волковпа, П. Егоровпа, К. Ивановпа тата ыттисемпе те паллашма май пулĕ.

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул "Асамат кĕперĕ" центр проектне виççĕмĕш хут хутшăнать. Маларах кунта "Ачасене Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çинчен", "Ĕç гимнĕ" галерейăсем уçăлнăччĕ. Ку проект та вĕренекенсемшĕн интереслĕ те усăллă пуласса шанать коллектив.

А. ИВАНОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика