02 февраля 2018 г.
Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта кăçал пĕрремĕш класа килме хатĕрленекенсем валли Уçă алăксен кунĕ иртрĕ. Ачасем пĕлỹ çурчĕпе, учительсемпе паллашрĕç. Психологпа логопед ашшĕ-амăшне тĕрлĕ канаш-сĕнỹ пачĕç.
Шкул пурнăçĕ, вĕренỹ программи пирки В. Васюткина директор çумĕ каласа пачĕ. Унăн сăмахне Л. Лялина директор тăсрĕ. Людмила Васильевна çĕнĕлĕхсем, вĕренекенсемпе вĕрентекенсем тунă çитĕнỹсем пирки чарăнса тăчĕ.
Пуçламăш класра ăс пухакансем парта хушшине ларма хатĕрленекенсемпе вĕсен ашшĕ- амăшне юрă-сăвăпа, илемлĕ ташăсемпе савăнтарчĕç.
Уçă алăксен кунĕ интереслĕ те усăллă иртрĕ.
М. СУГУТСКАЯ, Патăрьелĕнчи 2-мĕш вăтам шкул вĕрентекенĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)