22 декабря 2017 г.
Юхмапа Пăла тăрăхĕнче паллă спортсменсен, сумлă çынсен ячĕпе йĕркелекен ăмăртусен йышĕ ỹссех пырать. Ку вăл - çынна хисепленине, çамрăк ăру сывă та тĕреклĕ çитĕнтĕр, пур енлĕн аталанма пултартăр, киревсĕр ĕçсемпе ан аппалантăр тенине тĕпе хуни.
Иртнĕ вырсарникун, раштавăн 17-мĕшĕнче, Патăрьел ял тăрăх пуçлăхĕн Николай Ялуковăн парнисене çĕнсе илессишĕн мини-футбол турнирĕ йĕркелерĕç. Ăмăртăва уçма район администрацийĕн пуçлăхĕ Р.Селиванов, "Паттăр" ФСК директорĕ А. Моисеев, Патăрьел ял тăрăх пуçлăхĕ Н. Ялуков хутшăнчĕç. Вĕсем спорта юратакансене саламланă май ăмăртура çĕнтерме ăнăçу сунрĕç. Турнир 2-мĕш вăтам шкул стадионĕнче иртрĕ, унта 6 команда хутшăнчĕ. Ăмăртăвăн аслă судйи Патăрьел ял тăрăх депутачĕ Д. Сегов пулчĕ. Çивĕч кĕрешỹре Патăрь- ел ял тăрăхĕн команди мала тухрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене агротехникумпа РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн командисем йышăнчĕç.
А. Моисеев вратаре, А. Баринов хỹтĕлевçе, А. Герасимов тапăнса вылякана, А. Анисимова "Чи лайăххисем", Н. Нурсова вара "Çулпа аслă футболист" тесе палăртрĕç.
Командăсене грамотăсемпе, ятарлă кубоксемпе тата парнесемпе чысларĕç.
Н. МАЗЯКОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)