Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Кивçене кĕме ансат, тавăрма вара хĕн

19 декабря 2017 г.

Хальхинче çак сăмахсене пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă çăмăллăхсемшĕн вăхăтра укçа тỹлеменнисем пирки калас килет. Хăш-пĕр абонент ЖКХ умĕнче темиçешер пин те парăма кĕрсе кайнă. Ăна тỹлесе татма шутламаççĕ те иккен. Иртнĕ эрнере Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен суд приставĕн уйрăмĕн сотрудникĕсем шăпах çак сăлтавпа йĕрке хуралçисен аллине çакланнă клиентсем патне ятарласа рейда тухнă та. Суд приставĕн ертỹçи Г. Афки хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх хальхи вăхăтра хăйсем усă куракан коммуналлă çăмăллăхсемшĕн уйăхĕ-уйăхĕпе сĕмсĕррĕн укçа тỹлемен клиентсем 60ăн. Вĕсен пĕтĕмĕшле парăмĕ 790 пин тенкĕ ытла та пуçтарăнса кайнă. Рейд кунхине приставсен аллине çакланнисем 25 пин тенкĕ ытларах тỹленĕ. Çав вăхăтрах пĕр хăлăхсăр хуçа ĕçпе тухнă ятарлă бригадăна алăкне те уçман, кĕртмен те иккен. Ун пирки РФ КоАПăн 17.8 статйипе протокол çырнă. Çак хăтланушăн явап та тыттарĕç. Шикли шикленннĕ, кĕрĕк пĕркеннĕ тенĕ евĕр, ĕмĕр тăршшĕпе çапла питĕрĕнсе пурăнасшăн-ши апăрша çынни? Хăçан та пулин унăн кивçене пурпĕрех татмалла пулать-çке...

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика