12 декабря 2017 г.
Патăрьелĕнчи Александр Невский ячĕллĕ чиркỹн престольнăй уявĕ иртрĕ. Çак ятпа кунта аслă литурги кĕлли пулчĕ. Ăна протоирей Николай Марков благочиннăй ертсе пычĕ. Вырăс çĕрне тăшмансенчен хỹтĕленĕ чаплă полководец, чăн тĕне тĕрĕс тытса тăнă таса пурнăçлă Александр Невские халалласа кĕлĕ вуларĕç, чиркỹ йĕри-тавра хĕреслĕ çул туса сăвапларĕç. Александр Невский 1240 çулта вырăс çĕрĕн чи аслă княçĕ Нева шывĕ хĕрринче швед çарне çапса аркатнă. Çакăншăн ăна "Невский" ят параççĕ. Вăл Руç çĕрне вăрçăсенчен хăтарса хăварнă, вырăс чиркĕвĕн епархине тата чиркỹсем уçма ирĕк илнĕ. 1263 çулхи ноябрĕн 17-мĕшĕнче 43 çулхи Александр чире пула вилет. Ăна декабрĕн 6-мĕшĕнче пытараççĕ. Пытариччен нумай вăхăт тăнă пулин те унăн ỹчĕ çĕрмен. Вăл вилсен пĕтĕм халăх хурланнă. Вырăс çĕрĕн çутă хĕвелĕ анса ларчĕ тесе ĕсĕкленĕ. Шăпах унăн ячĕпе хисепленсе тăрать те Патăрьелĕнчи чиркỹ. Праçнике Шупашкартан килнĕ протоирей Петр Федоров та хутшăнчĕ, Турра ĕненекенсене пил пачĕ.
Н. МАЗЯКОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)