21 ноября 2017 г.
Иртнĕ вырсарникун, ноябрĕн 19-мĕшĕнче, артиллерипе ракета çарĕсенче Конституци тивĕçне пурнăçланисем виçĕ çул каяллах палăртнă шухăша пурнăçларĕç - палăк лартрĕç. Пушкине маларах илсе килсе лартма пултарнăскерсем хальхинче юнашар ракета вырнаçтарчĕç.
Патăрьелĕнчи "Арбат" лапамне çак çарсенче пулнисем чылайăн пуçтарăнчĕç. Çавăн пекех пирĕн савăнăçа пĕрле пайлама Каçалпа Шăмăршă, Елчĕк районĕсенчи артиллеристсемпе ракетчиксем те хапăл турĕç. Уява пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - строительство тата обществăлла инфраструктура аталану пайĕн ертỹçи Р. Ямалетдинов, Патăрьел ял тăрăх пуçлăхĕ Н. Ялуков, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕ Е. Семенов саламларĕç. Çĕнĕ палăка лартас çĕре хутшăннă хастарсене Равиль Фарахутдинович тав çырăвĕ парса чысларĕ.
Н. МАЗЯКОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)