17 ноября 2017 г.
Икĕ çул каялла Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çынсене медицинăн авалхи меслечĕпе, ỹтĕн тĕрлĕ точкисене сĕлĕх (пиявка) лартса, нумай чире парăнтарма пултаракан хастар тупăнчĕ. Çак кунсенче эпир Патăрьелĕнчи "Ваш доктор" медицина центрĕн ертỹçипе Дильбер Зардыновна Гайнуллинăпа (ỹкерчĕкре)тĕл пулса гирудотерапин пĕлтерĕшне, унăн вăрттăнлăхĕсене уçса пама тăрăшрăмăр.
- Дильбер Зардыновна, пытарма кирлĕ мар: эпир тĕрлĕ чир-чĕре медикаменсемпе парăнтарма хăнăхнă ăру. Чылайăшĕ сĕлĕхĕн усси, унăн тытăмĕ пирки пĕлмеççĕ те пулĕ. Юн сăхтарса организма çĕнетекен, тасатакан "чĕрĕ чунпа" кĕскен паллаштарăр-ха? -
Паллă ĕнтĕ, пурнăçра кирек мĕнле çĕнĕлĕх те малтанлатса ют. Çапах та пациентсем юлашки вăхăтра гирудотерапи медицина сиплевĕн пĕр енĕ пулнине ăнланни кăмăллă. Пиявка пуян хими тытăмлă организм шутланать. Унта 20 ытла биологи компоненчĕ, 100 ытла микроэлемент упранать! Сăмахран, гирудин юн çаврăнăшне лайăхлатать, тромбсене ирĕлтерет, сурана лăплантарать. Унсăр пуçне апираза, дестабилаза, гиалуронидаза, эглина, брадикинина тата ытти микроэлементсем юн çаврăнăшĕнче пысăк витĕм кỹреççĕ, çĕвĕсене тỹрленме, тромбсене салатма тата ытти те пулăшаççĕ. Урăхла каласан, процедурăра пĕр хутчен çеç (вĕсене пациентсен умĕнчех ятарлă шĕвеке ярса вĕлереççĕ) усă куракан пиявкăсем активлă биологи хутăшлă япаласен тытăмĕпе Менделеевăн тулли таблици тесен те йăнăш мар...
- Дильбер Зардыновна, эпĕ ăнланнă тăрăх, ỹт çине лартнă пиявкăсем чăн малтан юна тата сосудсене витĕм кỹреççĕ. Сирĕн медицина центрне ытларах мĕнле чирпе канăçсăрланакансем сипленме пыма пултараççĕ-ши?
- Хăйĕн организмне профилактика тăвас тĕлĕшпе кирек кам та гирудотерапи çăмăллăхĕпе усă курма пултарать. Юн тымарне тасатса çирĕплетме, организмран шлаксемпе токсинсене кăларма яланах май пур. Унсăр пуçне сиплев курсĕнче (8-10 кун) сĕлĕхсем атеросклерозран, тромбофлебитран, ишеми инсультĕнчен, гипертонирен, лимфостазран, сосудсен тромбозĕнчен, венăсем сарăлнинчен, геморройран питĕ пулăшаççĕ. Гирудотерапи уйрăмах мăй остеохондрозĕ чухне пысăк витĕм парать. Пиявкăсем ỹт çинче ларса ĕçленĕ чухне кăларакан сĕлекери микроэлементсем артрит, артроз, радикулит, çурăм шăмминчи грыжа, остеохондроз чирĕсене те çăмăллăнах парăнтарма пулăшаççĕ, пуç ыратнине, çаврăннине, хăлхара шав тăнине пĕтереççĕ. Çак пĕчĕк "чунсем" ĕçленипех, вăл ĕмсе илнĕ юн вырăнне организма паха "апат" кĕнипех, нумай çул ачасăр пурăнакан çемьесем те телейлĕ пулаççĕ. Урăхла каласан гинекологире те сĕлĕх пысăк пĕлтерĕшлĕ.
- Апла пулсан сывлăхран хавшанă çынна çăмăллатма пултаракан чирсен "каçалăкĕ" çав тери анлă. Сирĕн пата пыракансем ытларах хăйсене мĕнле чир аптăратнине калаççĕ тата епле хастарлăхпа процедурăсене çỹ-реççĕ? _ Ял çынни ытларах алă-ура сурнипе, шăмă чирĕпе нушаланть. Пуç ыратнăран, юн пусăмĕ пысăкран пирĕн пата килекенсем те йышлă. Сиплев механизмĕ, процедура нимĕнле хăрушлăхпа та çыхăнман. Пациентсен географи каçалăкĕ сарăлсах пырать. Çакă кăмăллă. Патăрьелсемсĕр пуçне кỹршĕ районсем, Тутар Республикинчи Пăва районĕнчен те пациентсем йышлă. Чылайăшĕ иккĕмĕш-виççĕмĕш хут та сипленеççĕ. Пирĕн медицина центрне килекенсем кăмăлтан тав туни _ ĕçĕн результачĕ темелле.
- Дильбер Зардыновна, çак калаçу хыççăн та пиявкăпа сипленме кăмăл çуралнисем сахал пулмĕç тетĕп.
- Тавах. Пуриншĕн те алăк уçă. Çыншăн пурнăçра чи хаклă пуянлăх - сывлăх. Сывă çын çеç нихăçан та чухăн мар. Çавăнпа та кашниех ăна нумай-нумай çуллăха упрама тăрăшмалла. (2941).
Калаçăва Альбина ЕГОРОВА çырса илнĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)