31 октября 2017 г.
Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул иртнĕ вĕренỹ çулĕн кăтартăвĕсемпе выпускниксене питĕ лайăх шайра хатĕрлекен Раççей Федерацийĕнчи 300 ял шкулĕн ушкăнне кĕнĕ. Тăрăшуллă ĕçĕн çимĕçĕ, пĕтĕмлетĕвĕ-çке çакă.
Вĕренỹ учрежденине 996 ача 24 ялтан çỹрет. Пăлапуç Пашьелĕнчен те, Ыхра Çырминчен те, Красномайскинчен те, Хирти Пикшикрен те, Анат Туçаран та килекенсем пур. Кунсерен инçе çула çывăхлатма çăмăлах та мар-тăр. Çавах квалификациллĕ кадрсен ĕçĕ, шкулти лару-тăру, тĕрлĕ йышши кружок-секцине çỹреме май пулни кăмăлĕсене тултарать. Уроксем вĕçленнĕ хыççăн та кирек хăш вĕренекен валли те илĕртỹллĕ заняти пурах. Пĕлỹ çуртĕнче ачасен сасси мĕн каçченех лăпланмасть.
70-е яхăн педагог ĕçлет шкулта. 69 проценчĕн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 20 çултан та ытларах. Кашнийĕ уроксем панисĕр пуçне мĕнле те пулин кружок-секци ертсе пыма тăрăшать.
Ĕçе çамрăк кадрсене явăçтарса пырассине мала хуратпăр. Вĕсене наставниксен çумне çирĕплететпĕр. "Çамрăк педагогсен шкулĕ" ĕçлет.
Юлашки 5 çулта вĕрентекенсем пурте квалификацине ỹстерекен курссенче пулнă. Ĕçре вĕсем ку чухнехи технологисемпе куллен анлăн усă кураççĕ. Пĕр коллективра икĕ "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ", "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ", 4 çутĕç отличникĕ, Раççей Федерацийĕн вĕрентỹ сферин хисеплĕ 12 ĕçченĕ вăй хуни савăнтарать.
2 педагог Раççей Федерацийĕн Президенчĕн, пĕри Чăваш Республикин Президенчĕн гранчĕсене, улттăшĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине, тепри грантне тивĕçни кăмăллă. Коллектив вĕрентỹ системин çĕнĕлĕхĕсене тĕпчесех тăрать, вăхăтра ĕçе кĕртме тăрăшать. Çĕнĕ проектсемпе программăсене çул пама, професси тĕлĕшĕнчен ỹсме майсем çителĕклех пирĕн. Вĕренỹ çурчĕн бази квалификацие ỹстермелли курссем йĕркелеме май пани те лайăх. Унта кашнийĕшĕ хутшăнса хăйĕн методика пуçарăвĕпе паллаштарма пултарать. Ку таранччен коллектив ĕçченĕсем Шăмăршă, Елчĕк, Комсомольски, Канаш, Вăрмар районĕсенчи вĕрентекенсем валли уçă уроксемпе мастер-классем пачĕç. Чăваш тата Тутар Республикисенчи вĕрентỹ институчĕсем квалификацие ỹс- терекен курссене пирĕн патăрта йĕркелени те лайăх.
Професси ăсталăхне ỹстерме конкурссене хутшăнни те пулăшать. "Çулталăк учителĕ", "Чи лайăх класс ертỹçи", "Педагог-психолог" тата ыттисенче те çĕнтерỹçĕсем пур пирĕн. 33 вĕрентекен "Уçă урок" методика фестивалĕнче çĕнтерỹçĕсен тата призерсен шутне кĕнипе, улттăшĕ республика конкурсĕсенче палăрнипе мăнаçланмалăх пур. Вĕсене кура ачасем те район, республика олимпиадисемпе конкурсĕсенче мала тухса савăнтараççĕ. ОБЖпа, физкультурăпа, вырăс тата чăваш чĕлхисемпе, литературипе, математикăпа, историпе призерсем йышлă. Раççей Федераци шайĕнчи дистанциллĕ олимпиадăсене иртнĕ вĕренỹ çулĕнче 843-ĕн явăçнă. Н. Андреева ОБЖпа (вĕрентекенĕ Ю. Васюткин), П. Кошкин историпе, З. Фахуртдинова, А. Шамбазова вырăс чĕлхипе (С. Урукова) республикăри олимпиадăсенче шкул чысне çĕклерĕç. Ника Андреева вара Раççей шайĕнчи олимпиадăна хутшăнчĕ.
П. Краснова литературăпа (В. Афанасьева), Н. Атаказов экологипе (Г. Юнусова), З. Кдрасова страноведенипе (З. Чабатова), С. Никитина тумтир дизайнĕпе (Л. Евсеева) район конференцийĕнче пĕрремĕш вырăнсене йышăнчĕç. "Çын ĕçпе мухтавлă", "Çемье ача куçĕпе", "Янăравлă сăмах", "Кĕрхи серпантин", "Кăсăя кунĕ", "Профессисен парачĕ", "Анне, атте, эпĕ _ туристсен çемйи", "Манăн юратнă юрă" тата ытти вуншар конкурс çĕнтерỹçисен ячĕсене çырса та пĕтерес çук. Пĕтĕмлетсе каласан, кашни конкурса, кашни мероприятие кар тăрса хутшăнаççĕ вĕрентекенсемпе вĕренекенсем. "Çывăрса лармастпăр", _ теççĕ пурте. Мĕн савăнтарать-ха тата? Шкул саккинче ларнă чухнех ача хăйĕн малашлăх çул-йĕрне палăртма пултарни. Ỹссен кам пулассине татăклăнах калама пултарать алла аттестат илме хатĕрленекен. Паян вĕрентекен, ыран врач, тепĕр кун кондитер е повар тесе шухăша улăштаракан çуках. Тĕллев патне вĕсем маларахах сукмак хывма пикенеççĕ. Çавна май суйласа илнĕ предметсемпе тарăнрах пĕлỹ илме тăрăшаççĕ. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнчи 53 выпускникран çуррине яхăн сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсем пулма ĕмĕтленни, ку енĕпе малалла аслă шкулсене вĕренме кĕни çитĕнỹ мар-им-ха?
Чăннипех те матур ачасем çитĕнеççĕ шкулта. Уявсем валли хăйсем сценарисем çыраççĕ, ырă шухăшсем сахал мар параççĕ. Педагогсем кашнийĕшĕнче вара çăл таппи евĕр ăсталăхне шыраççĕ. Çĕршыва çăкăр çитĕнтерекен те, хăватлă техника çỹретекен те, выльăх-чĕрлĕх пăхакан та, вĕрентекен те, тухтăр та, тĕпчевçĕ те... кирлĕ. Вĕсене шăпах çак çул çине тăратаканни, çитĕнекен ăрура пĕлỹ никĕсне хураканни, чăн-чăн граждансем пулса çитĕнме пулăшаканни шкул ĕнтĕ. Çавăнпа та педагогсем хăйсен тивĕçне пурнăçлама, вĕренекенсем умĕнчи тĕллевĕсене ĕçе кĕртме тăрăшаççĕ те.
Н. АНДРЕЕВА, шкул директорĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)