Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Терт-нуша юлнă хыçала, савăнса пурăнмалла

27 октября 2017 г.

"Паянхи пурнăçа пĕртте ỹпкелешессĕм килмест", _ тет Патăрьелĕнче пурăнакан Г. Тихонов. Тăххăрмĕш теçеткене вакланă пулин те вăр-вар утать. Сăн-пичĕпе кĕлетки те çав çула çитнине кăтартмасть.

Вăхăтĕнче "Батыревское" пĕрлешỹре механизаторта ĕçленĕ Георгий Трофимович. Уйсене Василийпе Александр Спиридоновсемпе, А. Молотов, Н. Раков, И. Владимиров, Н. Краснов механизаторсемпе сахал мар сухаласа тĕш-тырă акнă. Темиçе ертỹçĕпе те ĕçленĕ. 1976 çулта социализмла ăмăрту çĕнтерỹçи ята тивĕç пулнă. Ытти чыславĕсем те пур унăн. Тар тăкмасăр çăкăр çитĕнменнине аван ăнланать ватă. Маларах хура-шурне сахал мар астивни те пурнăç тутине туйтарнах çĕр ĕçченне.

Кỹршĕллĕ Елчĕк районĕнчи Кушкă ялĕнче çуралнă Г. Тихонов. Виçĕ ывăлпа пĕр хĕр пĕр тăван вĕсем. Паянхи куна пĕр варта выртнăскерсенчен пĕри те пурăнмасть. Ачалăхĕ, çамрăклăхĕ ытла та йывăр пулчĕ мар-и? 7-8 çулхи ачасем вăрçă нушине тỹссе ирттерме пултарнă.

_ Çуркунне çĕр улми анисенче крахмал пуçтараттăмăр. Вăл пурччĕ-и ха тата. Вĕлтĕрен, мăян яшкипе ăша кантараттăмăр. Çакă çеç çитместчĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен таврăннă аттене пленра пулнă тесе политикăри шухăшсемшĕн хĕсĕрлесе инçете ăсатрĕç. Унта вăл вăрман каснă çĕрте пулчĕ. Йывăр ĕçленĕрен, çĕр пỹртсенче пурăннăран, чирлесе килчĕ. Нумаях пурăнаймарĕ. 4 ача çурма тăлăха тăрса юлчĕ", _ аса илет Георгий Трофимович.

Йывăрлăхĕ ун чухне чылай çемьене пырса тивнĕ. Çăмăллăх шыраса Çĕпĕре кайнисем те пулнă. Георгий Трофимович та çемье чăмăртасан хăйĕн пĕр çулхи юлташĕсемпе çерем çĕрсене уçма кайнă. Чăтлăхри йывăçсене тымартан кăкласа йĕркене кĕртнĕ. Тăван ен вара çамрăка каяллах туртнă. Мăшăр тĕп хулана таврăннă. Пурнăç шăпи ăна каярахпа Патăрьелне илсе çитернĕ. Халĕ кунта пуçĕпех тĕпленнĕ Г. Тихонов. Ун куçĕ умĕнче ял чечекленсе çеç пырать. Хисепĕ те пур ĕç ветеранĕн. Ваттисен кунĕнче, календарьпе çыхăннă ытти паллă кунсенче ăна яланах уяв сĕтелĕ хушшине чĕнеççĕ. Пĕрлешĕве ертсе пыракан П. Ялуков аслă çулхисем патне çакнашкал тимлĕх уйăрнипе кăмăллă вăл.

_ "Ильинка", "Кувшинка", "Вега" кану çурчĕсенче пултăм. Сывлăха çирĕплетни аванах. Кăмăлăма ирĕке ярас килмест. Вĕсене ытти çынсем кайса курччăр тетĕп. Пирĕн пеккисене манманшăн тав сăмахĕ çеç калас килет,_ тет Г. Тихонов.

А. ИВАНОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика