29 августа 2017 г.
Район центрĕнчи "Арбат" çывăхĕнчи урамра Тинĕс çар флотĕнче, Чехословакинче, Германинче тĕрлĕ çулта службăра тăнисем хăйсен пуçарăвĕпе тата вăйĕпе палăксем лартрĕç. Пысăк уявсенче ветерансем хисеплĕ вырăна пуçтарăнаççĕ, салтакра пулнă вăхăтсене аса илеççĕ, хăйсенчен уйрăлнă юлташĕсене асăнса чечек кăшăлĕсем хураççĕ. Ырă пулăм çитĕнекен çамрăк ăрушăн та пархатарлă тĕслĕх. Каччăсене аслă пиччĕшсем пекех салтака кайма, çĕршыв умĕнчи тивĕçне пурнăçлама та хавхалантарать.
Çывăх кунсенче, тĕрĕсрех каласан, район 90 çул тултарнă уяв тĕлне вара çак вырăнтах тепĕр палăк хутшăнĕ. Хальхинче пархатарлă та ырă пуçарăва хапăл тунисем _ ракетăпа артиллери çарĕнче службăра пулнисем.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)