25 августа 2017 г.
Патăрьелĕнчи Турă Амăшĕн Державнăй иконĕ ячĕллĕ чиркĕве 2001 çулта тума пуçланăччĕ. 2014 çулта храмăн пĕр пайне хута ячĕç, çавăн хыççăн районти тĕрлĕ чиркỹ настоятелĕсем черетпе службăна çỹретчĕç.
Православи тĕнне ĕненекенсем валли ырă хыпар çитрĕ. Пăрачкав тата Улатăр епархийĕн Феодор епископ Указĕпе килĕшỹллĕн кунта службăра тăма Александр Синяков иерее çирĕплетнĕ. Александр Атте çурлан 19-мĕшĕнче, пан улми сăпасĕнче пĕрремĕш кĕлĕ ирттернĕ. Малашне кашни уявра, шăматкунпа вырсарникун чиркỹ алăкĕсем пуриншĕн те уçă пулаççĕ.
Александр Синяков иерей Пăрачкав районĕнче 1983 çулта çуралнă, Шупашкарти духовнăй училище тата Хусанта семинарие пĕтернĕ. Çемьеллĕ, мăшăрĕпе виçĕ ача _ икĕ хĕрпе пĕр ывăл _ çитĕнтереççĕ.
(Хамăр корр.)
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)