18 августа 2017 г.
Сăмахăм ман Патăрьелĕнче пурăнакан Мария Алексеевна Иванова-Тихонова пирки. Çапла, Мария Алексеевна хăйĕн пурнăçне мĕн ачаранах юрăпа çыхăнтарнă. Ульяновкăра çуралса ỹснĕскер, вăтам шкул пĕтерсен Маруç Çĕрпỹри культурăпа çутĕç училищине вĕренме кĕрет. Унта та вăл хăйĕн сассипе педагогсене тĕлĕнтерет.
Çỹхе те çỹлти сассипе (сопрано) кирек мĕнле юрăра та пĕр хумханмасăр юрланă. Вăрçă вăхăтĕнче тата каярахпа та Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн солистки пулса нумай çул ĕçленĕ Чăваш халăх артистки тата композитор О. Агакова ăна пысăк хак панă. "Ку хĕре вокалпа нумай та вĕрентмелле мар, вăл хатĕр юрăç", _ тенĕ. Училищĕре Мария Алексеевна музыка теорине алла илет, нотăпа юрлама вĕренет.
1969 çулта, аллине диплом илнĕ хыççăн, çамрăк хĕр хамăр района таврăнать, Патăрьелĕнчи культура çуртĕнче методист пулса ĕçлеме тытăнать. Вăл вăхăтра районти культура пайĕн ертỹçи В. Ильметов, музыка шкулĕн директорĕ А. Бурундуков çамрăк специалиста хапăл тусах йышăнаççĕ. Пĕрле вĕсем районти ялсенче халăха юрă-ташăпа савăнтараççĕ. Мария Алексеевна мăшăрланнă хыççăн та, икĕ ачаллă пулсан та пĕр концертран та юлман. Халĕ те Патăрьел халăх юрăпа ташă ансамблĕн солистки пулса, хор ушкăнĕнче тăрăшса юрлать. Мария Алексеевна пулăшнипе юрăпа ташă ансамблĕ чăвашсен паллă композиторĕсен _ Г. Лебедев, А. Орлов-Шуçăм, И. Аршинов, В. Алексеев, Н. Эриванов _ çырнă профессионал тĕлĕшĕнчен кăткăс вокалпа хореографи сиютисене вĕренсе халăха кăтартма пултарчĕ. Пысăк хуласенче иртекен смотр-фестивальсенче: Владимир, Суздаль, Смоленск, Чулхула, Мускавра виçĕ хутчен, Питĕрте, Тольятти, Чĕмпĕр, Оренбургра чăваш Акатуйĕсенче пултăмăр. Мария Алексеевна пĕринчен те пăрăнса юлман. "Патăрьел шăпчăкĕ" çитмĕл çула çывхарса пырать пулин те халĕ те кашни репетицине çỹрет, яланах çын хушшинче.. "Ура утнă, куç курнă чухне юрлас та çынпа хутшăнас та килет", _ тет вăл. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл республикăри музыка обществин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, культура ĕçченĕсен ĕç ветеранĕ ятсене тивĕçнĕ. Вăл ытти хористсемшĕн пуриншĕн те тĕслĕх, эпир унпа савăнатпăр, мухтанатпăр. Малашне те сцена çинче халăха нумай савăнтарасса шансах тăратпăр.
А.Шакин, Раççей тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)