04 июля 2017 г.
Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче кун çути курнă "Авангард" хаçатра "Çỹп-çап купи пăсать кăмăла" материал пичетленсе тухнă хыççăн район прокуратури çут çанталăка сыхлас саккуна мĕнле пăхăннипе тĕрĕслев ирттернĕ. Автовокзала хирĕçле лаптăкра чăнах та çỹп-çап пухассине тата илсе тухассине йĕркелеменнине, санкцилемен купана чылай вăхăт пĕтерме тăрăшманнине палăртнă. Çавна май район прокуратури ял тăрăх пуçлăхĕ ячĕпе айăплав тăратнă, тивĕçлисене явап тыттарнă.
Хальхи вăхăта çỹп-çап купине тасатнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)