04 июля 2017 г.
Шыв ыйтăвĕ юлашки вăхăтра район центрĕнче пурăнакансемшĕн чи çивĕччисенчен пĕри пулса тăчĕ. "Водолей" тулли мар яваплă пĕрлешỹ темиçе кун ĕнтĕ хăйĕн абоненчĕсене шывсăр типĕтет тесен те йăнăш мар. Мĕн сăлтавпа? Хăçанччен? Асăннă ыйтупа редакцие шăнкăрав чылай пулчĕ. Пĕрин хуларан мăнукĕсем килнĕ, теприн ватă ашшĕпе амăшĕ урама çăл патне тухаймаççĕ, виççĕмĕшĕ пепкине çăвăнтараймасть тата ытти те... Урăхла каласан, патшалăх шывĕпе усă куракансемшĕн çакă кроссворд е тупмалли юмах пекех. Çитменнине тата кун пирки хулари евĕр пĕлтерỹсем те çакман, хаçатра та асăрхаттарса çырман.
Халăх пăшăрханăвне уçăмлатас тĕллевпе ирпе-ирех "Водолей" пĕрлешỹ кантурне çитрĕм. Эпĕ мĕн тĕллевпе килнине пĕлсен унăн ертỹçи Ф. Уфуков çак вăхăтра кранран мĕншĕн шыв юхманнине тĕрлĕ сăлтавпа çирĕплетме тăрăшрĕ: çичĕ çул каялла çĕр айне хунă шыв управĕсем, пăрăхсем кивелнĕ, шăтаççĕ, юрăхсăра тухса пыраççĕ, патшалăх çăмăллăхĕ- пе усă куракан хăш-пĕр абонент шыва сĕмсĕррĕн вăрлать е тата уншăн вăхăтра тỹлемест... Чи пĕлтерĕшли вара вăл та, ку та пулмарĕ. Патăрьелсене шывпа тивĕçтерекен пĕрлешỹ парăмĕсемпе вăхăтра татăлайманран пломба лартса хăварнă иккен. Дебитор парăмĕ çур миллиона яхăн!
_ Кирек мĕнле столовăйĕнче, кафере те укçасăр апат çитермеççĕ. Эпир вара миçемĕш çул ĕнтĕ хăш-пĕрне тỹлевсĕрех, парăмĕсене шута хумасăрах шывпа усă куртаратпăр. Нумай пулмасть çеç хĕрĕх çын ячĕпе асăрхаттарса предписани те ятăмăр. Çавăн пекех приставсем урлă тухма, судлашма та тиврĕ. Акă, сăмахран, ĕçлесе тăракан пĕр ăнăçлă çемьен счечĕ çинче тỹлемелли сумма çирĕм пин тенкĕрен те иртнĕ! Вĕсене каланин, ăнлантарнин уссине те курмастпăр, пуш сăмах çапни çеç. Счетчик çинчи кăтартăвĕсене çырма киле пырсан _ кĕртмеççĕ, алăкне уçмаççĕ, кỹрентерме те пăхаççĕ. Енчен те кашни çын çавăн пек хулăн тирлĕ пулсан, халăха шывпа тивĕçтерекен нимĕнле организаци те тытăнса тăраймĕ. Е тата район Пухă-вĕн пĕр депутачĕ ыттисемшĕн çакнашкал "тĕслĕх" пулни те тĕлĕнтерет,_ кăмăлсăрланчĕ Федор Павлович.
Эпир хĕрсе калаçнă вăхăтра та ертỹçĕ "Василек" ача садĕнчи, кăлпасси тăвакан цехри шыв пăтăрмахĕсене пĕтерес тĕллев- пе ытти организаци ертỹçисенчен пулăшу ыйтса пĕрре мар хĕрỹленсех телефонпа çыхăнчĕ. Вĕсенче те паян-ыранах çĕр айĕнчи пăрăхсене улăштармалла-мĕн. Ĕç-пуç каллех укçапа çыхăннă.
Паян чăнах та шыв хисепĕ чакрĕ темелле. Унпа кил-тĕрешре те перекетлĕ усă курма тăрăшмастпăр. Хĕлле Патăрьелсем талăкра вăтамран 190 кубла метр, çулла кăшт ытларах _ 250 кубла метр шыв расхутлаççĕ. Унсăр пуçне "сулахаялла" юхаканни тата мĕн чухлĕ! Çавăнпа та кашни çемье патшалăх çăмăллăхĕсемпе усă курнăшăн вăхăтра укçа-тенкĕпе татăлса пыни питех те пĕлтерĕшлĕ. Пĕр айван пăру пĕтĕм кĕтĕве вараланă евĕр, тỹрĕ чунлă та тирпейлĕ кỹршĕн теприн намăсĕ çуккишĕн шар курмалла ан пултăр!
Редакцирен: материала пичете хатĕрленĕ вăхăтра Патăрьелсем шывпа усă курма пуçланă. Шанас килет, çакăн пек тарăхмалли сăлтавсем урăх пулмĕç.
А. ЕГОРОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)