20 июня 2017 г.
Патăрьелĕнчи аслă урамри (Ленин проспекчĕ) çула 2000 çулсен пуçламăшĕнче "ДОРИСС" фирма асфальт сарнăччĕ. Ун чухне вăл çатма пек тикĕс пулнăран автомашинăсем çил пек çỹретчĕç. Юлашки çулсенче вĕсен хăвăртлăхĕ аванах чакрĕ, çакăн сăлтавĕ _ вăхăт иртнине тата çанталăк условине пула çул шăтăк-путăкланса пĕтни. Кăçал ăна тĕплĕн юсама палăртнă, "ПМК "Партнер" холдингпа килĕшỹ тунă. Строительсем июнь вĕçĕнче демонтаж ĕçĕсене пуçăнма, июль пуçламăшĕнче çула тирпейлеме пикенме планланă.
Икĕ çухрăм та 310 метр тăршшĕ çула сентябрь уйăхĕнче асфальтпа витсе пĕтермелле, октябрьте чарăну павильонĕсене, çул-йĕрпе çыхăннă паллăсене вырнаçтарса лартмалла. Сăмах май, çак çулăн хакĕ _ 26 млн тенкĕ ытларах, çавăнпа та юсава пуçăнсан халăх та строительсен ĕç пахалăхне сăнаса тăрсан тем пекех аван.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)