Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Йытă мар _ вĕрмест, кашкăр мар _ уламасть.

19 мая 2017 г.

 Мĕн вăл? Çак тупмалли юмахăн хуравне Патăр-елĕнче патшалăх хваттерĕсенче пурăнакансем шыраса та тупнă: пирĕн тăрăхра халĕччен пулман тата илтмен монстр _ "чупокабра" ятлă-мĕн. Куçпа вара ăна пĕри те курнине каламаççĕ. Тискер чĕр чун каçхине çеç йĕрлесе те шăршласа çỹрет иккен. Ỹкерчĕкне пăхсан кенгуруна аса илтерекенскер, йытă пек те вĕрмест, кашкăрла та уламасть... Урăхла каласан, çак тăватă ураллă "туссем" çине çылăха та кĕмелле мар. Вăл сăтăр тунă паллăсем вара пурин те пĕрешкел _ чăх-чĕпе е хур-кăвакала каçхине лăпкăн çеç тапăнса мăйĕнчен шăтарать, юнне ĕçсе вĕсене вĕлерет, какайне çимест, йĕркипе е унта кунта сапаласа хăварать...

Хыпар-хăнара çын-çын урлă çеç илтнисемшĕн çакă, паллах, пĕрре те ĕненмелле мар пек. Анчах район центрĕнчи Гагарин, Комаров, Мир тата ытти урамĕсенче пурăнакансем хăйсен сарайĕсенчен е витисенчен вăйпа, пысăк асав шăлĕпе тата малти ура вăйĕпе çĕмĕрсе кĕнĕ йĕрсене танлаштарнă хыççăн ирĕксĕрех интернет тетелĕнче сăнарланă пекех çак хăрушă чĕр чуна куç умне кăларатăн. Пĕрин çăмарта тăвакан вунă чăххине, теприн вун пилĕк бройлерне, виççĕмĕшĕн хур-кăвакал ушкăнне сăтăр тунă чĕр чун ăçта пурăнать-ши? Каллех _ "кроссворд", никам та пĕлмест. Çапах та хаçат редакцине килекен çырусене, пăлхавлă шăнкăравсене районти йĕрке хуралĕсен, халăхпа ĕçлекен ытти органсен шута илни пăсмасть тесе шутлатпăр. 70 сантиметртан пуçласа 2 метр таран тăсăлакан "вампир" çынсем çине те тапăннă тĕслĕхсем те пулнă теççĕ (интернетри кăтартуран). Çавăнпа та халăхра çỹрекен тупмалли юмаха шỹт вырăнне çеç йышăнмалла мар.

А. ЕГОРОВА.

Редакцирен: Асăннă статьяна хатĕрленĕ вăхăтра Патăрьелĕнчи Олег Кошевой урамĕнчен пĕр хĕрарăм шăнкăравларĕ. Çĕркаç вĕсен чăххисем те "чупокабрăран" пĕри те хăтăлса юлайман-мĕн.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика