16 мая 2017 г.
Патăрьелĕнчи акционерсен "Батыревский" пĕрлешỹ тĕрлĕ енлĕн аталанма тăрăшать. Кунта выльăх-чĕрлĕхпе ỹсен-тăран отраслĕсене пĕр-пĕринпе тачă çыхăнтарса ĕçлеççĕ, анчах çут çанталăк пулăмĕсем, туса илнĕ продукци хакĕсем ялан пĕр пек тăманни хуçалăх ертỹçине П. Ялукова çĕнĕлĕх шырама хистенĕ. Районта пурăнакансем юлашки çулсенче юбилейсене, туйсене столовăйсенче ытларах тунине, уяв ирттерме чылай малтан çырăнса хунине шута илсе, Петр Валерьевич инвестици проекчĕпе усă курса кафе уçма шут тытнă. Çак утăма тума пĕрлешỹн администраци çурчĕн пысăк пайĕ пушă тăни, усă курман лаптăка ăшăтни тăкак кỹни те хистенĕ.
"Версаль" кафене майăн 11-мĕшĕнче хĕрлĕ хăю касса кĕчĕç. Сумлă лару-тăрăва район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов, Патăрьел ял тăрăх пуçлăхĕ Н. Ялуков, Туçари Çветтуй Троица ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ Николай атте хутшăнчĕç.
Кафере банкет залĕ, ушкăнпа лармалли, çамрăксене валли караоке юрламалли пỹлĕмсем пур. Пур çĕрте те хăтлă, илемлĕ, хальхи пурнăçпа килĕшỹллĕн тунă. Апата вырăнтах пĕçереççĕ, ытларах халăх ыйтакан блюдăсем хатĕрлеççĕ. Пельменсемпе котлетсене те туянмаççĕ, кунтах тăваççĕ. Хуçалăхра туса илнĕ продукци сутăнманшăн малашне пăшăрханмалли пулмĕ.
О. ПАВЛОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)