05 мая 2017 г.
Раççейре "Ырă пăкăсем" акци пырать. Вăл усă курнă пластик савăтсене пухассипе çыхăннă. Ыркăмăллăх акцийĕн проекчĕ _ "Иккĕмĕш чĕр тавара усăллă ĕçсем тумашкăн" ятлă. Пухнă пăкăсене çĕнĕрен ĕçе кĕртме палăртаççĕ. Вĕсенчен протезсем, сусăрсем валли коляскăсем тума, хака ларакан сиплеве йỹнеçтерме тата ытти кирлĕ япаласем ăсталама пулать-мĕн.
Хальлĕхе тавралăха тасатассипе çыхăннă акцие Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти 3б класра вĕренекенсем хастар хутшăннине палăртмалла.
Сăмах май чылай ырă йăла пурнăçланса пырать шкулта. Çут çанталăк тусĕсем хăйсен тăрăшуллă ĕçĕ харама каймасса шансах тăраççĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)